20 января 2010 г.
«Телей тени кайăк мар, тетелпе карса тытаймăн», – тенĕ ĕлĕкех ăна алра упрама питех те йывăррине палăртса ваттисем. Ку чăннипех те çапла пулĕ. Хăйсене телейлĕ тесе шутлакансем нумай-ши тĕнчере; Пĕрне телейлĕ пулма вăй çитмест, теприне тата темĕскер. Вара этем вĕçсĕр шыравра. Анчах темшĕн тупаймасть хăйне кирлине. «Эпĕ – телейсĕр», – тесе нăйласа чылай чухне йăнăшать çын. Пурнăçра пĕрре те пулин телей кашнин алăкнех пырса шаккать. Анчах час-часах çав айван юнашар хупахра ларнипе илтмест шакканине. Кун пирки Пьер Буаст та çапла çырнă. «Телее çĕтсе çÿресе мар, килте кĕтсе илни аванрах». Чăвашсем те ăслă каланă вĕт: «Телей тени хапха умнех килет».
Хальхи вăхăтра кунашкал сăмахсене шанакансем сахалтарах. Кунран-кун киленсе çеç пурăнма май паракан хатĕр-хĕтĕрсемпе япаласене телей вырăнне хурса ытлă-çитлĕ пурнăç йĕркелеме пикенет паянхи ĕмĕр çынни. Талпăнать, талпăнать, шав çитмест пек. «Ытларах пулни япăх-им;» – ыйтать хăйĕнчен. «Çук, паллах», – хуравлать çийĕнчех.
Ман шутпа, çынна телейлĕ пулма мĕн пурринчен ытла мăннине, пысăккине кĕтни чăрмантарать. Ытла хапсăнсан юлашкинчен ылтăн пулă çинчен калакан юмахри карчăк пек çурăк валашка умĕнче ларса юласси те инçе мар. Пĕчĕк вак-тĕвекре, кулленхи ĕçсенче, çемье ăшшинче, тус-юлташсенче тупма пĕлмелле ăна. Тăвас килмен ĕçе те хаваспа пурнăçласан ыр çимĕçсем илме пулать. Ку пушшех хăпартлантарать. Еплерех вăйлă эсĕ! Çутçанталăкран, таврарисенчен мĕн кĕтетĕн – çавна илетĕн. Ним ырри те пулмасса шансан, паллах, инкекĕ аркаранах пырса çакăнать. Франсуа де Ларошфуке: «Чылай чухне телей – телейли патне, хуйхă хуйăхли патне килет», – тесе тĕрĕссине палăртнă. Ялан сÿтĕк кăмăллă çынпа камăн калаçас килтĕр; Телей те çавăн пекех. Усал, кăра çилĕллисенчен аяккарах пăрăнса иртме тăрăшать вăл.
Чăн телей – сывлăхра тата атте-анне çумра пурринче. Çаксем пулсан ытти йăлт пулать. Сывлăх çитмесен вĕренÿ-ĕç те малалла каймасть, тĕрлĕ савăнăçсем çинчен те манма тивет. Мĕльюнĕ-мĕльюнĕпе укçа пулсан та сывлăха туянаймăн. Чирпе вилĕм чиновниксем мар çав. Нухрат парса хăтăлаймăн вĕсенчен. Чылайăшĕ сывлăхлă çуралсах мĕнле май килнĕ çапла пĕтерет ăна – пирусне паклаттарать, эрехне лĕрккет, ясарлăхĕнчен хăпаймасть, наркотикĕпе минрет. Ухмах та-ха.
Атте-анне – чи хаклă çынсем. Ача çурчĕсенче пурăнакан шăпăрлансем çемьере ÿсессишĕн тем тума хатĕр. Шел, çук çывăхран та çывăх тăванĕсем. Атте-аннелли тепĕр чухне хăй телейлине манса çылăха кĕрет. Вĕсене ним вырăнне хумасăр кÿрентерет. Хăйсем тарпа-юнпа çĕкленĕ килĕнчен кăларса яма та именмест ашшĕ-амăшне тепри.
Телей. Çапла, пурне те шухăшлаттарать вăл. Анчах пĕр япалана асра тытасчĕ – хамăр телее шыранă е туптанă чух юнашар утакан çынсене телейсĕр хăварас марччĕ. Унсăрăн – кăлăхах. Козьма Прутков калашле, телейлĕ пулас килсен – пул. Ыттисене çеç ан макăрт.