Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçтешсем палăрчĕç

20 января 2010 г.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене пысăк çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ. Пирĕн ĕçтешĕмĕр – ял хуçалăх пайĕн редакторĕ Елена Тикинева – Чăваш ен Ял хуçалăх, Культура министерствисем тата «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕ пĕрлешсе ирттернĕ «Ылтăн пучах» конкурсра палăрчĕ, «Ял хăй сăнне улăштарать» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Конкурса Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă.

Çамрăк журналисткăна уяв умĕн Правительствăн агропромышленность ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ–ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев тата «Россельхозбанкăн» регионти филиалĕн директорĕн заместителĕ Николай Федотов Дипломпа тата укçан премипе чысланă.

Çак кунсенче Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерстви те массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче ирттернĕ «Право йĕрки» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Вăрнар район хаçачĕ кăçал та çĕнтерчĕ, милици ĕçне туллин çутатнăшăн Дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕ.

Хаçат ку конкурсра çĕнтерни – экономикăпа право пайĕн редакторĕн Ирина Яковлеван тивĕçĕ. Вăл темиçе çул ĕнтĕ право тематикине çирĕп тытса пырать, вулакансене витĕмлĕ те çивĕч статьясемпе тыткăнлать, йĕркене пăсассине асăрхаттарассипе чылай материал хатĕрлет.

Ĕçтешсене сумлă çĕнтерÿсемпе саламлатпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика