16 января 2010 г.
Уяв кунĕсенче яланхи пекех çемьери преступленисем, вăрçă-харкашусем ытларах çырăнаççĕ. Ют пурлăха вăрланă-çаратнă тĕслĕхсем те сахал мар.
Вăрнарта, акă, январĕн 9-мĕшĕ умĕнхи каçхине автозаправка станцийĕн çурчĕ умĕнчи суту-илÿ вырăнне çаратнă. Вăрă металл троса татса кунтан тĕрлĕ маркăллă сакăр авторезина йăкăртса кайнă.
Çак каç тата тепĕр киревсĕр ĕç пулса иртнĕ. Хальхинче вăрă поселокри Иванов урамĕнче ларакан машинăна тустарнă. Ырă çынсем тутлă ыйхă курса çывăрнă вăхăтра, усал шухăш тытнă вăрă машинăн умри алăкĕн кантăкне çĕмĕрнĕ, салонтан СD-дисксем, барсетка тата ытти япаласене кăларса илнĕ. Ют çĕршывра кăларнă автомашинăран çухалнă япаласен хуçи çак каç 11200 тенкĕлĕх шар курнă. Йĕрке хуралçисем çакнашкал сĕмсĕррĕн пуçтахланнă вăрра палăртассипе тимлеççĕ.
Шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, январĕн 2-мĕшĕнче ирхине 7 сехет те 30 минут тĕлĕнче Калинино–Шупашкар автоçул çинче авари пулнă. Шупашкар çынни, 47-ри К., хăйĕн ВАЗ-21140 машинипе пыраканскер, Пуканкасси çывăхĕнче руле тытса чарайман, «CHEVROLET LAGETTI»-пе çапăннă. Ку хăрушă «тĕл пулу» К.-шăн япăх вĕçленнĕ: тĕрлĕ сурансемпе ăна больницăна ăсатнă.