16 января 2010 г.
Пĕлтĕр район бюджетне тултарассипе планпа пăхнине ирттерсе ĕçленĕ.
Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ харпăр хăй тупăшĕпе 113,8 процент тулнă, çав шутра – налук тата налук мар тупăшсемпе – 114,1 процент.
Муниципаллă район бюджечĕ харпăр хăй тупăшпа малтан çулталăклăх пăхнинчен 112,3 процента çитнĕ.
Поселенисен харпăр хăй тупăш кăтартăвĕсем те аван: поселенисен бюджечĕсем 119,7 процент тулнă.
Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ бюджетне кĕнĕ тупăшсен шайĕ унчченхи çулхипе танлаштарсан 107,9 процентпа танлашнă.