Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔМĔР САККИ ЯКА МАР...

01 января 2010 г.

Анатолий Антонович Антонов, Кĕперлĕ Кÿлхĕрринчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри, хăйĕн тăванĕсемпе йăх-несĕлĕсем пирки сăмах пуçарнă май самаях салхулланчĕ.

– Пирĕн çемьере тăхăр ача пулнă, – терĕ вăл. – Питĕ шел, анчах халĕ акайпа иккĕнех тăрса юлтăмăр.

Хура-шурне, тĕрĕссипе, такамшăн та тÿсме тивнĕ Анатолий Антоновичăн несĕлĕсене. Унăн аслашшĕ Игнатий Степанович Степанов Кÿлхĕрринче çирĕп хуçалăх тытнă. Вăл патша вăхăтĕнче Нурăс вулăсĕн старшининче нумай çул ĕçленĕ. Каярахпа, вăтăрмĕш çулсенче, çакă уншăн хакла ларнă – курайман çынсем элекленипе Игнатий Степановича Çĕпĕре ямалла тунă. Унăн ывăлĕн, Антон Игнатьевичăн, хăвăртрах ашшĕ килĕнчен уйрăлса тухмалла пулнă. Вăл хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе – пурĕ 28 çемье – çĕнĕ вырăна куçса кайнă. Кунта вĕсем ял пуçласа янă, ăна Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ят панă. Колхоз чăмăртанă, Антон Игнатьевич бригадирта тимлеме пуçланă. Унăн аслă хĕрĕ – Анастасия – çывăхри яла шкула çÿренĕ. Виçĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме каяйман. Ун вырăнне хут пĕлменнисене вулама-çырма хăй вĕрентме пуçланă. Паллах, ку тÿлевсĕр ĕç пулнă. Пĕчĕк ялта çынсем савăнăçлă пурăннă, колхозра тăрăшнă. Анчах ĕмĕт-тĕллеве хăрушă вăрçă татнă – ялти вăй питти арçынсем çапăçу хирне тухса кайнă. Пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсемпе ватăсем тата шкул ачисем çине тиеннĕ. Анастасия Антоновнăна ашшĕ вырăнне бригадира лартнă. Уй-хир ĕçĕсенчен пушансан патшалăх валли хĕлĕпе вăрман каснă. Аманса таврăннă фронтовика бригадир тивĕçĕсене шанса панă хыççăн Анастасия фермăра ĕçлеме тытăннă.

Антон Игнатьевича вăрçа илсе кайсан, мăшăрĕ пиллĕк ачапа тăрса юлнă. Анастасия амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ пулса тăнă. «Вĕсем çĕрĕн-кунĕн тенĕ пек колхозра ĕçленĕ, çав вăхăтрах килти хуçалăха та юхăнма паман: хурт-хăмăра малалла ĕрчетнĕ, ĕне, сурăх усранă, çулсерен икшер сысна ами çăвăрлаттарнă, – малалла калаçать Анатолий Антонович. – Çапла, пирĕн çемье вăрçăн йывăр та выçă çулĕсенче те çăкăрсăр ларман».

1945 çулта Антон Игнатьевич вăрçăран сывах таврăннă, çемье малалла савăнăçлă пурнăçпа пурăнма пуçланă. Тепĕр çултан Анастасия Шĕнер Ишекри Порфирий Александрович Соловьев фронтовика качча тухнă. Ĕçчен те çаврăнăçуллăскер кунти колхозра та ырă ят çĕнсе илнĕ. Алли çăмăл тесе, эртелпе пурнăçламалли кирек епле ĕçе те яланах ăна пуçлаттарнă.

– 1950 çулта пирĕн çемьене çав тери пысăк хуйхă килсе кĕчĕ – ача çуратнă хыççăн, медицина пулăшăвĕ илеймен пирки, анне вилсе кайрĕ, – тет Анатолий Антонович. – Акайăн йăмăксене пăхма тиврĕ. Вĕсене хăй патĕнче усраса шкултан вĕрентсе кăларчĕ. Эпĕ те Костя пиччепе акай патĕнче пурăнса кунти шкулта вĕрентĕмĕр.

Анастасия Антоновнăна та хуйхă хыççăн хуйхă лăсканă. Унăн малтанхи ывăлĕ çулталăкранах вилнĕ. Виçĕ хĕрĕпе тата пĕр ывăлĕпе савăнса кăна пурăнмаллаччĕ – мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. 1975 çулта каллех пысăк хуйхă килсе çапнă – çар летчикĕ пулма вĕреннĕ ывăлĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.

Кирек епле пулсан та малалла пурăнмалла. Çак йывăр вăхăтра Роза йăмăкĕ Анастасия Антоновнăна хăйпе пĕрле дояркăра ĕçлеме чĕннĕ. Çапла вăл пенсие тухичченех фермăра вăй хунă. Кайран хуçалăх сеткисем çыхса пурăннă, выльăх-чĕрлĕх усранă. А.А.Соловьева çак кунсенче 85 çул тултарать.

– Халĕ акай Кĕçĕн Кипекре аслă хĕрĕпе кĕрÿшĕ патĕнче пурăнать. Роза Порфирьевнăпа Иван Иванович салари вăтам шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Ваня кĕрĕвĕн кăмăлĕ çав тери ырă, мана вĕсем питĕ лайăх пăхаççĕ, капла эпĕ тăхăрвунна та çитĕп-ха, тет акай, – пĕлтерет Анатолий Антонович. – Хам енчен чĕререн тухакан сăмахсемпе çапларах калассăм килет: эй, Турăçăм, Турă, илтсемччĕ, акая çирĕп сывлăх парсамччĕ!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика