01 января 2010 г.
Вăрнар район сучĕн председателĕ Елена Васильевна Константинова январĕн 5-мĕшĕнче 60 çул тултарать. Вăл республикăри ятлă-сумлă судьясенчен пĕри. Вăрнар район судĕнче вăтăр тăватă çула яхăн тÿрĕ кăмăлпа тимлет, çакă унăн аллинчи Фемида тараси шанчăклă та çирĕп пулнине яр уççăн çирĕплетет. Е.Константинова – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ, 1-мĕш квалификаци класлă судья, сăмах май, çак чин çарти генерал-майор званийĕпе танлашать.
Район сучĕн председателĕн, паллă ĕнтĕ, пушă вăхăт питĕ сахал, апла пулин те Çĕнĕ çул тата хăйĕн юбилейĕ умĕн вăл пирĕнпе тĕл пулса калаçма май тупрĕ.
– Елена Васильевна, малтанах хăвăр пирки кĕскен те пулин каласа кăтартаймăр-ши;
– Тĕлĕнмелле мар-и: эпĕ Вăрмар тăрăхĕнчи Арапуç ялĕнче çуралнă, ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем Йĕпреç районĕнче иртрĕç, пурнăçăн ытларах пайĕ вара Вăрнарпа çыхăннă. Эпĕ пиллĕкре чухне пирĕн çемье сĕм вăрманлă Йĕпреç тăрăхне яланлăха куçса килнĕ, Хыркасси ялĕнче тĕпленнĕ. Пĕлÿ пухма Шăрттан ялĕнчи шкула çÿренĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, библиотекарь пулас ĕмĕт-тĕллевпе, Çĕрпÿ хулине тухса вĕçтертĕм, культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕтĕм. 1968 çулта мана, вăтам квалификациллĕ библиотекаре, направленипе Йĕпреç районĕнчи Хумри Ишек ялне ячĕç, кунта библиотека заведующийĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Кĕнеке вулама питĕ юрататтăм, право темипе çырнисем уйрăмах килĕшетчĕç. Çавăнпах чĕрере юрист пулас ĕмĕт-шухăш ерипен тĕвĕленчĕ пулас. Çапла,1971 çулта Горький хулинче вырнаçнă Пĕтĕм Союзри юридици институтне кĕтĕм. Ĕçленĕ хушăрах вĕреннĕ май, тепĕр çултан пулас специальноçпе çыхăннă ĕçе вырнаçрăм. Йĕпреç район халăх сучĕн судисполнителĕнче темиçе уйăх тимленĕ хыççăн мана хамăр республикăн Юстици министрĕн приказĕпе Йĕпреçри патшалăх нотариат кантурĕн нотариусне лартрĕç.
1976 çул маншăн уйрăмах паллă пулса асăмра юлчĕ – эпĕ институтран ăнăçлă вĕренсе тухрăм, правоведени специальноçне, юрист квалификацине алла илтĕм, çавăн пекех Вăрнар район халăх сучĕн халăх судйи пулса тăтăм. Ун чухне судьясене халăхпа суйланă. 1982 çултанпа район сучĕн председателĕнче тимлетĕп.
– Паянхи çамрăк судьясен шучĕпе, сире, Фемида ĕçченĕсен аслă ăрăвне, хальхинчен темиçе хут çăмăлрах пулнă имĕш...
– Çапах та, манăн çак шухăшпа килĕшес килмест. Йывăрлăхсем темĕн чухлех пулнă. Пĕртте çăмăл марччĕ. Шалу пĕчĕк пирки кадрсем çитместчĕç. Судьясен ĕçĕ капашсăр пысăкчĕ, ара, районĕпе те иккĕн кăна пулнă. Паян, сăмахран, миравай судьясемпе пĕрле эпир суд ĕçне çиччĕн туса пыратпăр. Ун чухне компьютер таврашне тĕлĕкре те тĕлленмен. Судьясен хальхи пек помощниксем те, специалистсем те пулман, мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Пĕтĕм вăй-хала тата ăс-хакăла пухса ĕçлеме тиветчĕ. Ахальтен мар хăвăртлăхпа çаврăнăçулăх судья ĕçĕн пахалăхĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем шутланнă. Эпир, калас-тăк, хамăрăн тивĕçе япăх мар пурнăçласа пынă. Вăрнар район халăх сучĕ яланах ырă ятпа хисепленнĕ. «Вăрнарсемшĕн эпир пăшăрханмастпăр, вĕсен ĕç-пуç яланах йĕркеллĕ пырать», – тетчĕç республика Аслă Сучĕн ертÿçисем.
– Çакна, Елена Васильевна, сирĕн питĕ яваплă та çăмăл мар ĕçе пысăка хурса хаклани те яр уççăн çирĕплетет. Наградăсем, тенĕрен, вĕсем вара сирĕн темĕн чухлех...
– Эпĕ, тĕрĕссипе, нихăçан та наградăсемшĕн çунман. Хамăн тивĕçе яланах чĕре хушнипе, саккунпа килĕшÿллĕн чуна парса пурнăçласа пыма тăрăшнă. Судьян çын шăпине татса памалла, ĕçре йăнăш пулмалла мар. Ĕçе хаклани, паллах, савăнтарать тата яваплăрах пулма хушать. Çапла, 1985 çулта мана Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ ятпа чысларĕç. 2002 çулта Раççей Федерацийĕн судьясен Аслă квалификаци коллегийĕн йышăнăвĕпе 1-мĕш квалификаци класлă судья пулса тăтăм. Тепĕр тăватă çултан II степень “Раççей Федерацийĕн суд системи умĕнчи тавлă ĕçсемшĕн» медальпе чысларĕç. 2004 тата 2007 çулсенче акă район сучĕсен судйисем хушшинче професси ăсталăхĕн «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» конкурсра «Район сучĕн председателĕ» номинацире çĕнтерсе дипломсене тивĕçнĕччĕ.
– Суд ĕçĕн авторитетне çирĕплетес, суд ĕçне туллин тата пăхăнусăр йĕркелесе пыма условисем, ăнăçлă ĕçлеме пултаракан судьясен коллективĕ тата аппарачĕ тăвас тĕлĕшпе нумай тимлени те курăмлă...
– Тĕрĕсех, юлашки 20 çул хушшинче судьясен йышĕ самаях çамрăкланчĕ. Суд ĕçне туса пыма çамрăк, пысăк пĕлÿллĕ, сывлăхлă çынсем килеççĕ. Акă, Е.Волкова, И.Максимова, О.Филиппов, Н. Миронова судьясен, Н.Кушникова миравай судьян ĕç стажĕ 9–2 çулсемпе танлашать. Сăмахран, Е.Волкова судья кăçал професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи ята илессишĕн ирттернĕ республикăри конкурсра «Чи лайăх судья-криминалист» ята тивĕçрĕ. Эпĕ яланах çапла шутлатăп: судьян йышăну тума, уншăн пĕтĕм яваплăха хăй çине илме пĕлмелле.
Эпир хамăра 1991 çулта панă парти райкомĕн юхăннă çуртне тĕплĕн юсаса çĕнетессипе те калама çук пысăк ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Суд департаменчĕн управленийĕ пире тухăçлă ĕçлеме мĕн пур условисем туса панине уйрăмах палăртса хăварас килет.
– Елена Васильевна, эсир судьян çирĕп сывлăхлă пулмалла терĕр.
– Тепĕр хут калатăп: çапла, судьян хурçă пек çирĕп сывлăхлă пулмалла. Урăхла ниепле те май çук. Хама илес-тĕк, судьяра тăваттăмĕш теçетке ĕçленĕ хушăра чирлесе тăватă хутчен кăна бюллетень илнĕ. Халĕ те сывлăх тĕлĕшпе вуçех кÿренместĕп. Тен, çакă эпĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса Вăрмар тата Йĕпреç районĕсенче çуралнă тата çитĕннĕрен те пулĕ; Судьян ĕçĕ мăй таран, апла, унăн чирлеме юрамасть. Ĕçсене тепĕр судьяна та параймастăн, унăн хăйĕн те ĕçĕсем темĕн чухлех-çке.
– Пытармăпăр, Раççейре чăн-чăн право патшалăхĕ туса хурас тесен сахал мар вăхăт кирлĕ тата питĕ нумай ĕçлемелле-ха. Ку енĕпе виççĕмĕш влаç – суд влаçĕ – умĕнче яваплăх уйрăмах пысăк. Сирĕн шутпа, халĕ мĕнлерех çивĕч ыйтусем тăраççĕ;
– Тĕрĕсех, юлашки çулсенче судсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çынсем вăл е ку ыйтусене ытларах суд урлă татса пама тăрăшаççĕ. Ку лайăх. Çапах та халăхăн право пĕлĕвне хăпартассипе çине тăрса тимлемелле .
Вăрнар тăрăхне илес-тĕк, ытти çĕрти пекех ют пурлăха çаратнă, ĕçкĕ-çике пула сиксе тухнă йăлари хирĕçÿсем тĕлĕшпе, ашшĕ-амăш прависенчен хăтарас енĕпе пуçарнă тата ытти ĕçсене ытларах пăхса тухма тивет. Киревсĕр ĕçсем, тÿрех малалла, Совет Союзĕ арканнă хыççăн пуçланнă ырă мар пулăмсемпе ытларах çыхăннă. Мана халăх ĕçкĕпе иртĕхсе кайни хытă кулянтарать. Киревсĕр ĕçсен сăлтавне вара çакăнпа çыхăнтармалла. Çамрăксем, хĕрарăмсем нĕртен тухса ĕçни ытла та хăрушă. Хăйсен ачисене пăхман ашшĕсене, ытларах чухне вара амăшĕсене, ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарас тĕлĕшпе судра пăхса тухакан ĕçсен шучĕ ÿссе пырать. Çакă пурне те шутлаттарма тивĕç.
– Елена Васильевна, судьяра вăтăр çул ытла улшăнмасăр ĕçленĕ май, паллах, сире темĕн тĕрлĕ ĕç пăхса тухма, çĕршер çын шăпине татса пама тивнĕ. Тĕрмене лартма тивнисенчен юнав сăмахĕсем те илтме тÿр килнĕ ĕнтĕ.
– Судра, паллă ĕнтĕ, ырă тата усал вăйсем тĕл пулаççĕ. Кашниех хăй кăна тĕрĕс тесе шутлать. Судьян ĕçе саккунпа килĕшÿллĕн татса памалла. Камăн-ха тĕрмене ларас килтĕр; Тепĕр чухне, приговор вуланă хыççăн, ирĕкрен хăтарнисем чĕлхине тытса чараймаççĕ, судьяна юнаççĕ, таврăнсан пурпĕрех тавăратăп тесе халтăрланаççĕ. Ку çын кăмăл-туйăмĕн усал палăрăмĕ кăна. Темиçе çул каялла, акă, пĕри ман пата тĕрмерен... тав çырăвĕ янăччĕ. Вăл унччен те лере темиçе пулнă. Ку хутĕнче юлташĕсем ăна киревсĕр ĕç тунă çĕре хутшăнтарнă. Çакскер судра ĕçе тĕрĕс пăхса тухнăшăн савăннă, хăйне ытларах çула хупасса кĕтнĕ пулнă-мĕн.
– Çын шаннă ĕç пирки кăна ăшталанмасть, судьясен те кану кунĕсем пур. Пушă вăхăтра мĕнпе кăсăкланатăр;
– Çулла пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. Çулленех пысăк тухăçлă хăяр, помидор, ытти пахча-çимĕç çитĕнтеретпĕр. Çутçанталăкпа çывăх пулнипе, çĕр çинче ĕçленипе кăмăла туллин çырлахтаратăп, вăй-хала хушатăп. Тахçантанпа ĕнтĕ халăх медицинипе кăсăкланатăп. Ку темăпа хаçат-журнал чылай çырăнса илетĕп. Эмел курăкĕсем нумай пухатăп. Ачаран хăнăхнăран вăрманта кăмпа, тĕрлĕ çырла пухатăп. Раççей историйĕпе паллаштаракан кĕнекесем вулама юрататăп. Ку енĕпе килти библиотека чăннипех пуян.
– Çĕнĕ çул тата юбилей ячĕпе, Елена Васильевна, çирĕп сывлăхлă пулăр, ĕçре яланхи пекех ырă тĕслĕхре пулăр.