01 января 2010 г.
Хисеплĕ вĕрентекенсем, район çыннисем!
Иртсе кайнă Вăкăр çулĕ çăмăлах пулмарĕ, тĕнчене йăтăнса аннă укçа-тенкĕ кризисĕ пирĕн тытăма та «çулса илме» хăтланчĕ. Анчах та эпир пĕрлехи вăйпа пĕтĕм йывăрлăх витĕр тивĕçлĕн тухма пултартăмăр.
2009 çул чылай паллă пулăмпа асра юлчĕ. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсем, уйрăм вĕрентекенсем инновацисене çул паракан республика, Раççей конкурсĕсенче палăрма пултарчĕç. Эсир, вĕрентекенсем, çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлне, тавракурăмне ÿстерессипе, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентессипе çав тери тĕллевлĕ ĕçлерĕр. Тавах сире çакăншăн!
Раççей тата Чăваш ен Президенчĕсен Указĕсемпе 2010 çула Вĕрентекен çулталăкĕ тесе çирĕплетрĕç. Эппин, пирĕн кăçал пушшех те тăрăшуллăрах пулмалла, хамăра сум-хисеп хунине кăтартуллă, хăватлă ĕçсемпе тавăрмалла. Чăваш Республикин Президенчĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче вĕренĕве малалла аталантарас ыйтăва çивĕччисен йышне лартни те пире тÿрремĕн пырса тивет. Чăн та, паян ăслă тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сывă çынсемсĕр районăн та, республикăн та, çĕршывăмăрăн та хăвачĕ ÿсеймĕ. Президент калашле, пуласлăх çыннине – экономикăна тÿррĕн хывăнакан инвестицие – пирĕн ача садĕнчен, шкултан çитĕнтерме тытăнмалла.
Сире пурсăра та Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Илемлĕ Тигр тÿрĕ та тикĕс çул кÿрессе, йывăрлăхсемпе пусахламасса шанас килет. 2010 çул пурнăçра та, ĕçре те çĕнĕ майсем уçса пытăр, çĕнĕ ĕмĕтсемпе тата плансемпе пуян пултăр. Çемйĕрсенче телей те ăнланулăх кăна хуçалантăр. Сывлăх та ăнăçу пурсăра та!