Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа

01 января 2010 г.

Вăрнарти 29-мĕш училищĕри библиотека тăрăшнипе кăçал Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Çăкăр-тăвартан асли çук. Вĕренекенсем пĕрремĕш мероприятире ял хуçалăх культурисем, çăкăр хакĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Эпир пурте Чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр. Çавăнпа та тăван чĕлхене кашнин хисеплемелле, тăван тавралăха юратмалла, мăн асаттесен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланмалла. 21-мĕш тата 23-мĕш ушкăнсемпе «Чăваш çĕрĕн илемĕ» класс тулашĕнчи мероприяти иртрĕ. Кĕнекесен куравĕ тата стенд йĕркелерĕмĕр. Училищĕре ăс пухакансем сăвăсем пăхмасăр каларĕç, мифсемпе, авалхи ал ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Мероприятире авалхи чăваш юррисем янăрарĕç.

В.Панькова мастер тăрăшнипе 11-мĕш ушкăнра вĕренекенсем хаваспах «Çак культурăсене эпĕ çитĕнтертĕм» вăйă – презентацине хутшăнчĕç. Çамрăк пахчаçăсем курав йĕркелерĕç, пĕр-пĕрне сĕнÿ-канаш пачĕç. Юлашкинчен çапла пĕтĕмлетÿ турĕç: училищĕрен вĕренсе тухнă специалистăн çĕрпе тĕрĕс усă курма пĕлмелле.

Çĕр ĕçченĕн çулталăкне училищĕре «Çĕр туртăмĕ» мероприятипе вĕçлерĕç. Унта паллă уй-хир ăстин Терентий Семенович Мальцевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тĕп вырăн йышăнчĕ. Калас пулать, 21-мĕш ушкăнăн производство мастерĕ З.Кузнецова хăйĕн вĕренекенĕсемпе темиçе уйăх Терентий Семенович çинчен материалсем пухрĕç. Тăрăшни курăмлă. Терентий Мальцев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне интерактивлă хăма пулăшнипе кăтартрĕç. Çак мероприятире училищĕре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Нина Никифоровна Гусева та килчĕ. Вĕренекенсене вăл çерем çĕтнĕ çĕрте мĕнле тимлени пирки каласа пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика