Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ен: пуласлăхран тата пуласлăх валли

16 декабря 2009 г.

Виçĕмкун Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне «Чăваш ен: пуласлăхран тата пуласлăх валли» Çырăвĕпе тухрĕ.

Тĕп документра республикăн аталану çул-йĕрĕсене палăртнă. «Паян пире тытăмри пахалăхлă тишкерÿ кирлĕ, вăл хальхи йывăрлăхсене çав тери тĕрĕс уçса пама кăна мар, вăтам тата вăрах тĕллевсене те йĕркелеме пулăшĕ,– тенĕ Президент. – Республикăн 21-мĕш ĕмĕрти аталанăвĕ йăлана кĕнĕ экономика йĕркине улăштарма, унăн тĕп принципĕсене гуманизацилеме, экологи тата экономика тытăмĕсене аталантармалли концепцисене килĕшÿллĕ тума палăртать. Çирĕп аталану инвестицисемпе çĕнĕ технологисем кăна мар, чăн малтан социаллă çĕнĕлĕхсем, обществăн тата патшалăхăн аталану приоритечĕсене тата тĕллевĕсене улăштарма ыйтать».

Пĕрремĕшле пурнăçламалли задачăсен йышĕнче – тăван тавралăха тата хăтлăха яланхи тимлĕх уйăрасси, чĕр таварпа тата материалсемпе ăнăçлă усă курасси, альтернативлă энергетикăна аталантарасси. Çырура палăртнă «Экологи – политика никĕсĕ тата экономикăшăн çул кăтартакан паллă» йĕркесем экономикăн мĕнпур отрасльне модернизацилес, нано- тата биотехнологисемпе усă курса пысăк технологиллĕ производствăна йĕркелес тĕллевсене тĕпе хываççĕ. Çакă Чăваш ене пĕрремĕш биорегион пулса тăма, ял хуçалăхĕнче тата ытти отрасльте çĕнĕлĕхпе чылай мала кайма май парĕ.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче çавăн пекех республикăри мĕнпур халăха компьютерпа ĕçлеме вĕрентес тĕллевлĕ программăна хатĕрлес çивĕч ыйтăва та хускатнă.

«Çĕнĕ экономика çул-йĕрĕсем вĕренĕве тата сывлăха сыхлас ĕçе малалла аталантарма ыйтаççĕ. Çынна хывакан инвестици – урăх ним те мар, экономикăна тÿррĕн хывăнакан инвестициех. Ăслă тата сывă çынсемсĕр çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме, конкурентлă пулма, ĕç тухăçлăхне малта ертсе пыракан çĕршывсенчи пек ÿстерсе пыма май çук. Çавăнпа та Чăваш ен бюджетĕнче вĕренĕве малалла çĕнетсе улăштарас, сывă пурнăç тата спорт йĕркисене тытса пырассине пулăшас, медицинăн пысăк технологийĕсене ĕçе кĕртес енĕпе тăвакан тăкаксем приоритетлисем пулса юлаççĕ»,– тенĕ Президент.

Пуçарулăх, çĕнĕлĕх, хăнăхнă йăласен туртăмне сирме пултарни, текех çĕршыв та, тĕнче те кивĕ йĕркесем патне таврăнас çуккине ăнланса ăша хывни хальхи йывăрлăхсене чăтса ирттерме çеç мар, вăйлăрах, хăюллăрах, конкурентлăрах пулма май параççĕ, палăртнă юлашкинчен Президент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика