Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп уявра – тĕп документ

16 декабря 2009 г.

Çĕрпелти вăтам шкулта вĕренекен пилĕк ачана Раççей Конституцийĕн кунĕнче чаплă лару-тăрура Раççей гражданинĕн тĕп документне парса чысларĕç. Паспортсене Инна Быкова, Вита Шашкова, Регина Ласкина, Кристина Якимова тата Алексей Ластухин илчĕç.

Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Юлия Ильина, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Денис Трофимов, «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов, Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Иван Миронов çамрăксене тулли праваллă граждансен йышне кĕнĕ ятпа саламланипе, паспортăн пĕлтерĕшĕпе тĕллевĕсене ăнлантарнипе пĕрлех хаклă документа упрамаллине те асăрхаттарчĕç.

«Çĕршыва тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнме, çĕршывшăн ырă ĕçсем кăна тума шантаратпăр!» – пĕр саслăн пĕлтерчĕç ачасем те. Библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ конкурса хутшăнчĕç, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс те туллин хуравларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика