16 декабря 2009 г.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи январь–ноябрь уйăхĕсенче инфляци шайĕ 105,9 процентпа танлашнă (пĕтĕм Раççейре – 108,4 процент). Республикăри кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7,7 процент пĕчĕкрех (2008 çулта 113,6 процент пулнă). Потреблени хакĕсен индексĕ ноябрьте, октябрьтипе танлаштарсан – 100,2 процент, çав шутра продовольстви таварĕсем çине – 99,98, продовольствиллĕ маррисем çине – 100,4, тÿлевлĕ тивĕçтерÿсем çине – 100,3 процент. Апат-çимĕçе илес-тĕк, сыр (3,0:), çупа выльăх çăвĕсем (2,0:), улма-çимĕç продукцийĕ (1,8:), сĕтпе сĕт юр-варĕ (1,3:), çăмарта (1,0:) хакланнă. Çав вăхăтрах пулă, макарон-кĕрпе, аш-пăш, сахăр, çăкăр кăшт йÿнелнĕ.
Чăвашстат палăртнă тăрăх, потребитель карçынккине кĕрекен апат-çимĕç продукчĕсен чи пĕчĕк пуххи ноябрь вĕçĕ тĕлне 1742,01 тенкĕ пулнă, иртнĕ уйăхринчен 0,5 процент чухлĕ чакнă.
Пĕтĕмĕшле Раççейпе вăл 2107,7 тенкĕне çитнĕ (иртнĕ уйăхринчен 0,3 процент ÿснĕ). Çĕршывăн тĕп хулинче вара пĕр çынна пĕр уйăхра кирлĕ тĕп продуктсен пуххи туллирех – унта 2379,2 тенкĕлĕх апат-çимĕç кĕрет.