12 декабря 2009 г.
Кăçалхи май уйăхĕнче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайне Вăрнарти И.-рен телефонпа пĕлтерÿ килнĕ: унччен маларах Вăрнарти тĕп больницăра неврологи уйрăмĕнче унăн тетĕшĕ М., йывăр суранланнăскер, вилсе кайнă иккен. Вăл йĕрке хуралçисене тетĕшĕ хăй тĕллĕн аманманнине çирĕплетсе тĕплĕ тĕрĕслев ирттерме, унăн çывăх çыннине пурнăçран вăхăтсăр уйăрнăшăн айăплине тивĕçлĕ явап тыттарма ыйтнă.
Ку тĕслĕхпе Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕ ĕçе пуçăннă.
Мĕн палăртнă-ха следстви мероприятийĕсем; Акă 29-ти М. суранланнинче Д. айăпĕ пурри яр уççăн курăннă.
Çапла, кăçалхи февралĕн 12-мĕшĕнче М. та, унăн пурнăçне татаканĕ те тата темиçе арçынпа пĕрле Упнерте пĕр хуçалăхра хăйсен пĕлĕшĕ патĕнче «хăналаннă». Пĕрле эрех черккисене пушатнă хыççăн тахăш вăхăтра тавлашу-харкашу пуçланнă. Д. диван çинче ларакан М. патне çитсе тăнă, ăна пуçран сулахай енчен тапнă. Çак самантра арçынна йывăр сурансем кÿнине, хăй саккуна хирĕçле ĕç тунине питĕ лайăх ăнланнă вăл.
М.-н суранĕсем вара чăннипех пурнăçшăн çав тери хăрушă пулнă. Вăрнарти тĕп больницăра ăна сиплеме пĕтĕм вăя хывнă пулин те, ура çине тăрайман вăл.
Ку преступлени тĕлĕшпе РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайĕн следователĕ А.Спиридонов кăçалхи августăн 26-мĕшĕнче РФ Уголовлă Кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Октябрь уйăхĕнче малтанхи следстви вĕçленнĕ, ку ĕçе Вăрнар район прокурорне айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетме панă. Çакăн хыççăн октябрĕн 30-мĕшĕнче уголовлă ĕçе суда пăхса тухма ярса панă.