12 декабря 2009 г.
Район аграрийĕсем вунпĕр уйăхра 2107 тонна аш, 8263,5 тонна сĕт (иртнĕ çулхи шайăн 111,4 проценчĕ) туса илнĕ. Паллах, ял хуçалăх предприятийĕсене ÿсĕм тума выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцире тăрăшакансем те пулăшаççĕ. Ветеринарсем фермăсенче санитари правилисене пăхăнассине ÿстерес, выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕр ан ертĕр тесе профилактика мероприятийĕсем, биологипе хими тĕпчевĕсем туса ирттерес тĕлĕшпе курăмлă тимлеççĕ. Çамрăк специалистсем те аслă ĕçтешĕсенчен юлмаççĕ. «Вячеслав Бурментьев, Луиза Куликова, Марина Васильева, Ольга Егорова ĕçре пултаруллă», – каласа пачĕ ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Елена Моисеевна Анисимова.
Вячеслав Бурментьев врач-бактериолог, сăмахран, ветеринари лабораторийĕнче иккĕмĕш çул вăй хурать. Вăл Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри чи паллă аслă шкулсенчен пĕринчен – Мордва Республикинчи Н.П.Огарев ячĕллĕ патшалăх университетĕнчен – вĕренсе тухнă. Вячеслав Геннадьевич хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлани яр уççăнах курăнать. Ахальтен мар ăна ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен кăçалхи конкурсĕсенче жюри членĕ пулма шаннă.