12 декабря 2009 г.
Кăçалхи вунпĕр уйăхра 406 ача, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 59 ача ытларах, çуралнă. 123 ача тулли мар çемьере кун çути курнă. Вунпĕр ачан амăшĕ вунсаккăр та тултарман.
Çĕнĕ çынсенчен ытларахăшĕ – арçын ачасем (212), хĕрачасем – 194.
Çав вăхăтрах çут тĕнчерен 618 çын уйрăлнă (пĕлтĕрхинчен 113 çын сахалтарах). Вăл шутра – çулталăка та çитмен тăватă ача. Арçынсен вăтам пурнăç тăсăмĕ 62 çула çити ÿснĕ пулин те, вилекенсем хушшинче вĕсем ытларах – 332. Хĕрарăмсем вăтамран 74 çул пурăннине палăртнă.