12 декабря 2009 г.
Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ сулмаклă аталанать. Кăçалхи вунпĕр уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 7,7 пин тонна аш-какай туса илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан пысăкрах.
Сĕт туса илесси ÿснĕ (1,4 процент), пĕтĕмпе – 31 пин тонна.
Уйрăмах уйрăм хуçалăх тытакансем мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ÿстернĕ. Вĕсенче паянхи куна 12447 пуç выльăх тытаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 6411.