12 декабря 2009 г.
Мăн Явăшри вăтам шкулта ÿнер тĕнчин эрни ĕçлеме тытăннă. Ун йĕркипе иртекен ăс-хакăл вăййисем, литература конкурсĕсемпе тупăшусем, уçă уроксем – пурте ачасене тĕнчери искусство аталанăвĕпе, унăн пуянлăхĕпе тата илемĕпе паллаштараççĕ.
«Мĕнле хитре-çке çак тĕнче!» ачасен ÿкерчĕкĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çĕнтерÿçисем те паллă: Анна Бычкова, Тимур Ильин, Валерий Аршуткин.