12 декабря 2009 г.
Раççей Федерацийĕн Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх референдумĕнче йышăннă. Ун тулли текстне çав çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче «Российская газета» хаçатра пичетленĕ. Çавăнтанпа Конституци кунĕ Раççейĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявĕсенчен пĕри шутланать.
Конституци Раççейĕн пĕтĕм право тытăмĕн шăнăрĕ шутланать, вăл ытти саккунсен пĕлтерĕшĕпе содержанине палăртать.
Пĕрремĕш Конституцие йышăннăранпа унта улшăнусем те кĕртнĕ, вăл шутра – Раççей Федерацийĕн Президентне Раççей гражданĕсем пур тан тата тÿрĕ сасăлав ирĕкĕпе вăрттăн сасăлавра ултă çуллăха суйласси тата «Патшалăх Думине пилĕк çуллăха суйласси» (2008 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 6-ФКЗ "-лĕ РФ Конституцине улшăнусем кĕртесси çинчен калакан федераллă саккун).
90-мĕш çулсем вĕçĕнче Раççей Конституцийĕн сахалтан та икĕ политика киризисне тÿсме тивнĕ, вĕсенчен вăл чыслăн çĕнтерсе тухма пултарнă. Ун умĕн 1918 çулта йышăннă РСФСР Конституцийĕ тата 1924 çулта йышăннă тата советсен çĕршывĕнче социализм çĕнтерĕвне çирĕплетнĕ СССР-ăн пĕрремĕш Конституцийĕ пулнă. Вĕсене 1937 çулхи Конституци тата 1977 çулхи Конституци (Совет Союзĕ арканичченех ĕçленĕ) улăштарнă.
Паянхи Конституци – Раççей патшалăхĕн демократилле аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ. Вăл ырă пуçарусен декларацийĕ кăна мар, чăннипех те тÿррĕн ĕçлекен документ. Конституци кирек хăш çĕршыв çыннишĕн те – саккун, ăна кашниннех пĕлмелле. Саккунсене пĕлни тата вĕсемпе килĕшÿллĕн пурăнни – цивилизациллĕ пурнăçăн норми, ун пахалăхне ÿстерме пулăшакан рычаг.
Хĕрлĕ сăран хуплашка çине кĕмĕлпе ÿкернĕ Раççей Гербĕллĕ тата ылтăнпа «Раççей Конституцийĕ» тесе çырнă «пĕрремĕш номерлĕ экземпляр» Кремльте çĕршыв пуçлăхĕн библиотекинче упранать.
Вунă çул ытла декабрĕн 12-мĕшĕ канмалли кун шутланнă. Анчах 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Патшалăх Думи РФ Ĕç кодексне улшăну кĕртнĕ, саккунпа Конституци кунĕнче канассине пăрахăçланă.