09 декабря 2009 г.
Шупашкарти наци библиотекинче республикăри халăх академийĕн пухăвĕ иртрĕ. Çулталăкра тунă ĕçсем çинчен академин вице-президенчĕ Виталий Петрович Станьял каларĕ.
Чăваш халăх академийĕн членĕсем çулран-çул ÿссе пыраççĕ. Кăçал ку йыша тата 9 халăх академикĕ хушăнчĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти паллă тĕпчевçĕ, таврапĕлÿçĕ, педагог-психолог, сăвăç – Мăньял Хапăсра пурăнакан Григорий Константинович Скворцов – та пур. Çак сумлă ята ăна «Мăньял Хапăс çăлкуçĕсем» кĕнекепе хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленекен тĕпчевсемшĕн панă. Тĕлĕнмелли çук, тимлесе ĕçленине пула вунпĕр çул каялла вăл районтан пĕрремĕш хисеплĕ таврапĕлÿçĕ ята тивĕçрĕ. Халĕ те чи çÿллĕ шая çĕкленчĕ.
Ун çинчен «Новое время» издательствăра тин кăна пичетленĕ «Чувашские народные академики» кĕнекере çырса кăтартнă.
Сăмах май, пирĕн районтан академиксен йышне Н.Гречко, В.Нестеров, Л.Петров, С.Отрыванов та кĕнĕ.