09 декабря 2009 г.
Пушар хуралĕн сотрудникĕсен канăç çук: юлашки вăхăтра кашни эрнерех пĕр-икĕ инкек пулса иртетех. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех – уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче, чылайăшĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр усă курнăран.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вырсарникун Хурăнсур Çармăс ялĕнче пĕр хуçалăхра пушартан хытах шар курнă. Çак кун кил хуçи гаражра машина юсанă пулнă, сварка ĕçĕсене пурнăçланă, анчах хĕртĕнчĕкĕсене сÿнтерсе пĕтермен. Каярахпа хăй пÿртелле кĕрсе кайнă. Кăшт вăхăт иртсен гаражра çулăм чĕлхисем явăнма тытăннă, машина çинелле куçнă. Тăкакĕ пысăк: гараж тата икĕ çăмăл машина сиенленнĕ. Çапла тимсĕрлĕхшĕн гараж хуçин хаклă «тÿлеме» тивнĕ.
Унччен маларах, декабрĕн 1-мĕшĕнче 6 сехет те 35 минутра Анаткас Хапăсра пушар тухнă. Пĕр хуçалăхри хуралтăсене ярса илнĕ çулăм тăрра сиенлетнĕ. Пушар сăлтавне палăртассипе ятарлă сотрудниксем оперативлă ĕçсем ирттереççĕ.