Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх-несĕл ятне ямаççĕ

05 декабря 2009 г.

Кирек мĕнле ĕçре чуна парса тăрăшсассăн кăна ырă ята тивĕçĕн. Акă выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветеринари лабораторийĕн заведующийĕ Елена Анисимова коллективра анчах мар, районта та хисепре. «Елена Моисеевна питĕ ăста специалист, хăйĕн тивĕçне яваплăха туйса пурнăçлать», – çирĕплетрĕ райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов. Ĕçне кура мухтавĕ. Елена Анисимова 2008 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Паллă выльăх тухтăрĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Яманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван шкултан вĕренсе тухсан ача чухнехи ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпе Хусанти ветеринари институтне çул тытать. Экзаменсене ăнăçлă тытса 1982 çулта аслă шкулăн кĕретсĕр уйрăмĕн студентки пулса тăрать. Пултаруллă хĕр вĕреннĕ вăхăтра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче тимлет, 1985 çулта ветеринари лабораторине ĕçлеме куçать. Сăмах май каласан Елена Моисеевнан пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 24 çул. Ятлă-сумлă çыннăн йăх-хурăнташĕ хушшинче ветеринари специалисчĕсем йышлă. Унăн аслашшĕ Степан Алексеев паллă ветеринар пулнă. Тетĕшĕ шкултан вĕренсе тухсан ашшĕ çулĕпех кайнă. Елена Анисимован мăшăрĕ те выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшнă. Упăшки енчен те ветеринари ĕçне кăмăлланисем сахал мар. Акă тетĕшĕ Тимофей Анисимов – Марий Эл Республикинчи Медведево районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ. Унăн мăшăрĕ те ветеринари специалисчĕ. Анисимовсен хĕрĕ Надя ашшĕ-амăшĕн профессинех алла илнĕ.

Йăх-несĕлсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать. Елена Анисимован аслă хĕрĕ Света шкулта вĕреннĕ чухнех ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайма тĕв тунă. Тăрăшсан ĕмĕт пурнăçланатех. Хальхи вăхăтра Света Шупашкарти ветеринари лабораторийĕнче выльăх тухтăрĕнче вăй хурать. «Кĕçĕн хĕрĕм Мария та ветеринарсен династине малалла тăсма шутларĕ. Халĕ вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухать», – кăмăллăн палăртрĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика