Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрере телей тулли – алăра хваттер уççи

05 декабря 2009 г.

– Вунă çул ытла кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçланчĕ, тинех эпир те хăтлă та ăшă хваттерте пурăнма пуçлăпăр, – йăлтăртатакан уçăсене алăра çавăрнă май савăнăçлăн пĕлтереççĕ Ирина Валерьевна Андреевапа Александр Эдуардович Еловский.

Çĕнĕ хваттере вĕсем «Кивĕ çурт-йĕр» программăпа килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Телейлисем вара – пĕтĕмпе вунвиçĕ çемье. Вĕсем К.Маркс урамĕнчи 28-мĕш, Тракторнăй тăкăрлăкри 1-мĕш тата 3-мĕш, А.Иванов урамĕнчи 9-мĕш тата Лесхознăй урамри 21-мĕш çĕрĕшнĕ тата кивелсе çитнĕ çуртсенчен куçакансем.

Хуçалăхсем хушшинчи «Вурнарская» строительство организацийĕ Комсомольски урамĕнче, çĕвĕ фабрикипе юнашар, çĕкленĕ çурт паянхи стандартсене туллин тивĕçтерет. «Кивĕ çурт-йĕр» программа йĕркипе тунă хваттерсене акă хăть паян тесен паян кĕрсе пурăн, вĕсенче электро-, газ тата сантехника оборудованисене пĕтĕмпех вырнаçтарнă.

Асăннă программăпа хваттер тивĕçнисене ĕнер савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç, уçăсем пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика