05 декабря 2009 г.
Çуллен çĕршывра 30 пин ытла çамрăк наркомание пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Арçынсен 62 проценчĕ тата хĕрарăмсен 30 проценчĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасть – пирус туртать. Çавăнпа кашни çулах çуркунне тата кĕркунне республикăра «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн!» акци ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Наркотиксене иленекенсен хисепĕ ÿсни хăрушлăх кăларса тăрать. Ахальтен мар Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъектĕнче наркомание хирĕç кĕрешме ятарлă комиссисем йĕркеленĕ.
2009 çулхи январь–сентябрь уйăхĕсенче Вăрнар районĕнче пĕр çамрăк наркомана регистрациленĕ. Ан манăр: сиенлĕ йăла авăрне лекнисене пурне те тупса палăртаймаççĕ. Пĕр наркоман çулталăкра 10 яхăн çынна наркотиксемпе «туслаштарма» пултарать.
Вăрнар поселокĕнче кану центрĕсем пур. Вĕсем наркотик сутакансемшĕн меллĕ вырăнсем пулнине çамрăксен астусах тăмалла. Наркобизнес çыннисем кăмăл-туйăма вăйлатса, ÿсĕртсе аташтаракан, хавхалантаракан наркăмăшлă эмелсем сĕнме пултараççĕ. Алкогольлĕ шĕвексене ĕçнĕ çамрăксем вĕсене хаваспах туянма килĕшĕç. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн пушă вăхăта тухăçлă ирттермелле: спортпа, физкультурăпа туслашмалла. Ан манăр: сире юлташсем наркотиксемпе усă курма сĕнсен вĕсемпе çыхăну тытма пăрахăр. Кун пирки хăвăр аçăр-аннĕре, педагогсене пĕлтерĕр. Наркăмăшлă эмелпе пĕр хут усă курсассăн та наркомание иленме пулать.
Наркомансем пурнăçран хăвăрт уйрăлса каяççĕ. Учетра тăнă районти 15 çынран çурри ытла тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçран уйрăлнă, иккĕшĕ наркотиксене сутнăшăн – тĕрмере.
Çапла вара наркомансен шăпи синкерлĕ. Çак сиенлĕ йăла ытамне лекнисен пĕр тăхтаса тăмасăр районти наркологи кабинетне е республикăри наркологи диспансерне каймалла. Хăрушă чире пĕччен çĕнтерейместĕр.
Тимлĕ пулăр! Наркомани – хăрушă чир.