05 декабря 2009 г.
Вăрнарсен ентешлĕхĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Иван Ивник ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, хамăр республикăран тухнă офицерсен Мускаври организацийĕн членĕ – Эрик Васильевич Васильев полковник çак кунсенче Вăрнара «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» библиотекăн черетлĕ 5-мĕш кĕнекине çитерчĕ.
Унта, тĕпрен илсен, унчченхиллех, Аслă вăрçă ветеранĕсем çинчен каласа кăтартнă, Тăван çĕршыва хальхи вăхăтра чыслăн сыхлакансене сăмах панă. Пирĕн вăхăтри генералсемпе калаçни, вĕсем хăйсемпе паллаштарни питĕ интереслĕ. Кĕнеке авторне Геннадий Александрович Викторова Раççей çарĕнчи хальхи лару-тăру, ентешĕмĕрсен наци мăнаçлăхĕн ыйтăвĕсем хытă хумхантараççĕ. «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăх çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерессипе пархатарлă пысăк ĕç тунине аван куратпăр.
Кĕнекере Геннадий Никандрович Волков академикăн алçырăвне илсе кăтартнă. Вулатпăр: «Ку япалана пĕртен-пĕр сайра кĕнеке теме пулать. Эпĕ ăна этнопедагогикăн вĕренÿ пособийĕ вырăнне хуратăп. Генералсем, полковниксем, подполковниксем, майорсем – пурте воспитанин çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă, чăнах та ĕнтĕ, мĕн-ха вăл – воспитани; Вăл – тĕслĕх тата юрату. Çак шухăш кĕнеке тăршшĕпех çирĕпленсе пырать.
... Нумай пулмасть мана Мускавран Шупашкара полковниксем пиллĕкĕн тан ăсатрĕç – ман ывăлсемпе мăнуксем ĕнтĕ. Харăс тăрса чыс пачĕç. Тÿрех курăнать: офицерсем – йĕркеллĕ çынсем. Мана гварди майорĕн парад формине, капитан тельняшкине тăхăнтартрĕç, ман ятпа медаль шутласа кăларчĕç... Чыслă, ырă, конъюнктура сĕмĕнчен таса кĕнекешĕн савăнатăп...».
Интервью-очерксенчен пирĕншĕн, вăрнарсемшĕн, Петр Тимофеевич Тимофеев майорпа паллаштарни тĕллĕн паха. Эрик Васильевичпа пĕр çулхисем вĕсем, шкулта пĕрле вĕреннĕ, Мăн Явăшри колхозра бригадирсен помощникĕсем пулнă, спорт ăмăртăвĕсенче пĕрле çĕнтернĕ. Петĕрĕн çарти çулĕсем Атăлçи çар округĕнчи Шиханăра Михаил Петрович Григорьев генерал-майорăннипе пĕрле (вăл та Вăрнар çĕрĕнчен) хĕресленнĕ. П.Тимофеев – йĕлтĕр спорчĕн Совет Союзĕнчи мастерĕ. МВД аслă шкулĕ хыççăн 3509-мĕш çар чаçĕнче çыхăнури инженерипе техника тивĕçтерĕвĕн штабĕнче начальник заместителĕ пулнă. Биатлонпа Мурманскран пуçласа Красноярска çитиччен нумай хуласенче ăмăртнă. Çурçĕр уявĕсенче 1984, 1986 çулсенче 60 çухрăма чупнă. 1973 çулта Новосибирскра Вячеслав Тихоновпа тĕл пулса паллашнă. 1986, 1987 çулсенче Олимп трассинче (Мускав, пĕтĕм тĕнчери марафон) 42 километр та 195 метра чупнă. Йĕлтĕрпе ярăнма паян кунчченех пĕтĕм çемйипе тухаççĕ.
«Тăван çĕршыв ывăлĕсен» ĕçне-хĕлне нумай тĕслĕ ÿкерчĕксенче лайăх кăтартнă. Çав шутра А.Григорьев полковник Вăрнарта вăрçă участникĕсене, танк командирне А.Фролова тата М.Еремина, хаклă парнесем панă самант, офицерсен Вăрнарти пухăвĕ, кадет шкулĕсен конкурсĕнче çĕнтернисем Вăрнарта офицерсемпе пĕрле ÿкерттернĕ фото, Эрик Васильев Чăваш çĕрĕн салтакĕсене саламлани, ыттисем...
Офицерсен юлташлăхĕн пурнăçне пичетре анлă çутатма тытăнчĕç. Хăш-пĕр материалсене кĕнекери уйрăма вырнаçтарнă. Çав шутра Вăрнарти, Калининăри, Мăн Явăшри вăтам шкулсенче тĕл пулнисем, «Çамрăксен хаçачĕн» «Чăваш салтакĕсем хисепре» статйи, Галина Платонован («Тантăш») «Чăн-чăн полковник тăван шкула килсен» тĕрленчĕкĕ, ыттисем.
Аслă Çĕнтерĕвĕн çитес юбилей ячĕпе питĕ кирлĕ тепĕр кĕнеке алла килчĕ.