Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçата манман-ха

05 декабря 2009 г.

Район хаçачĕн редакцийĕнче тĕрлĕ вăхăтра чылай ăста специалист халăха çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсе тăнă, çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнă, ялсене чапа кăларнă ĕç çыннисене мухтанă. Ветерансем паянхи кун та хăйсен юратнă ĕçне манмаççĕ, хаçатпа çыхăну тытаççĕ. Редакцире вĕсем – яланах кĕтнĕ хăнасем. Вĕсен аса илĕвĕсем, опычĕ – паянхи журналистсемшĕн ăсталăха туптамалли çăлкуç.

Çак кунсенче пирĕн аслă ĕçтеш – Татьяна Архиповна Васильева – 70 çул тултарчĕ. Район хаçатне нумай çул илсе тăракансем ăна лайăх пĕлеççĕ, унăн статйи-заметкисене пурте хапăлласах вуланă, чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Вăтăр çула яхăн хаçатра тимленĕ вăл, чыс-хисепе тивĕçнĕ.

Татьяна Архиповна Мăн Явăшра çуралса, ачалăхра тăван ялăн анлă урамĕсемпе чупса ÿснĕ. Ку ялтах унăн пĕрремĕш ĕç кунĕсем иртнĕ, çамрăк хĕр клуб заведующийĕнче тимлеме пуçланă. Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă хыççăн шкулта ачасемпе ĕçлеме тытăннă. 1965 çултанпа вара унăн ĕçри кун-çулĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕпе çыхăннă, ăна корректор пулма шаннă.

Çивĕч пероллă журналистпа, çав тери ăслă, тĕрĕс шухăшлакан çынпа кунсерен çумма-çуммăн пулнă май (Татьяна Архиповнан мăшăрĕ – Раççей писательсен союзĕн членĕ, республикипе паллă-сумлă журналист Михаил Алексеевич Васильев), çамрăк хаçатçă хăй те журналистикăна пуçĕпех путмасăр пултарайман. Çăмăл мар ĕçе хăвăрт хăнăхнăскер, заметкăсемпе статьясем, корреспонденцисем пичетлеме тытăннă. Ăсталăх шайĕ ÿснĕçемĕн вăл пай сотрудникне çитнĕ, каярахпа ăна çырусен пайĕн пуçлăхне куçарнă. Çак тапхăрта пултаруллă журналист хаçата килнĕ çырусене пичете хатĕрленĕ кăна мар, вырăна çитсе ял пурнăçне çутатнă, ĕç çыннисем çинчен очерксем шăрçаланă. Татьяна Архиповна паян та редакцире час-часах пулать, çамрăксене ĕçре кирлĕ сĕнÿсем парать, яланах пулăшма хапăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика