Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве алăран вĕçертмен

05 декабря 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ йĕркипе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви кăçал та илемлĕ пултарулăх фестивальне йĕркелерĕ. Унта психикăпа неврологи интерначĕсенче сипленекен инвалидсем хутшăннă.

Ытти çулсенчи фестивальсенче Калининăри психикăпа неврологи интерначĕн ушкăнĕ яланах чи пултаруллисен йышĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăннă. Кăçал вĕсем пысăк ÿсĕмсемпе татах та ытларах мухтанма пултараççĕ. Фестивальти пултарулăх ăмăртăвĕсенче пуринче те калининăсем – пĕрремĕшсем. Патăрьел районĕнчи Турхан салинче иртнĕ ку пултарулăх уявĕнчен вĕсем çĕнтерÿ дипломĕсемпе таврăннă.

Пĕрремĕш конкурс условийĕсемпе килĕшÿллĕн, пурте ал ĕçĕсен куравне хатĕрленĕ. Калининăсем жюрие капăр чĕнтĕрсемпе тата вĕтĕ шăрçапа эрешленĕ тĕрĕсемпе, çемçе теттесемпе, пластилинпа ÿкернĕ картинăсемпе тĕлĕнтернĕ. Ку пĕтĕм илем Зоя Иванова ĕç инструкторĕ пулăшса-йĕркелесе пынипе «çуралнă».

Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен хĕрсем уçă сассисемпе шăрантарнă «Угонщица», «Музыка нас связала» юрăсем те кашнин чĕринех хускатнă. Кадрильшĕн тата хĕвелтухăç ташшисемшĕн те вĕсене тăвăллăн алă çупса тав тунă. Пултарулăх номерĕсем çепĕçлĕхпе, илемпе уйрăлса тăни – Ирина Яковлева культорганизаторăн тÿпи.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. Интернат администрацийĕ те фестивале хутшăннисене хăй енчен асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă. Вĕсене конкурса хатĕрленĕ И.Яковлева культорганизатор, З.Иванова ĕç инструкторĕ тата М.Васильева медицина сестри Тава тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика