Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă çыннăмăр – а н н е ...

02 декабря 2009 г.

Анне... Чи çепĕç, чи илемлĕ сăмаха кунне миçе хутчен каламастпăр-ши; Пурнăç тĕшшине ăнланма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан, сÿнми телей пиллекен хаклă çыннăмăр умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Аннесем çемье вучахне упраççĕ кăна мар, вĕсем тĕрлĕ ĕçре пĕтĕм вăйран тăрăшса этемлĕх тивĕçне çÿле çĕклеççĕ. Ытарайми аннесене – пысăк чыс. Амăшĕн кунне халалласа районта уяв хыççăн уяв йĕркелерĕç. Пĕлтерĕшлĕ мероприятирен Вăрнар район тĕп больници те пăрăнса юлмарĕ.

– Граждансен сывлăхне сыхласси – медицина ĕçченĕсен таса тивĕçĕ. Çапах та эсир чи малтан пурте аннесем. Ачăрсем пурнăçăн тÿрĕ çулĕнчен ан пăрăнччăр тесе тăрăшатăр. Сирте пархатарлă ырă енсем – сăпайлăх, ĕçченлĕх, ыркăмăллăх, ăшпиллĕх, ăнланулăх – чикĕсĕр. Амăшĕн кунĕ ячĕпе пурне те саламлатăп, тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатăп, – ăш сăмахсем каларĕ Ольга Казакова тĕп врач район больницин актовăй залне пухăннă этемлĕхĕн черчен пайне.

Медицина ĕçченĕсем çĕршыв умĕнче яваплăха туяççĕ, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма хутшăнаççĕ. Ольга Михайловна сывлăх хуралĕнче тăракансем хушшинче нумай ачаллă амăшĕсем сахал маррине кăмăллăн палăртрĕ. Вĕсем пурĕ – 77-ĕн. Акă Ирина Михайлова акушер-гинекологпа Ирина Иванова врач-рентгенологăн, Санарпуçĕнчи Нина Горбунова фельдшерăн – тăватшар ача. Юпшик Ялтăрари фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ те ырă тĕслĕх кăтартать: Наталия Алексеева ултă пепкене пурнăç панă. Мăньял Хапăсри Полина Тикинева фельдшер вара çичĕ ачана кун çути парнеленĕ...

Лайăх, кăмăллă çын пурне те юрăхлă теççĕ. Кадрсен ыйтăвĕсемпе тимлекен Ольга Шурбакова – коллективра ырă ятра. Виçĕ ача амăшĕ тата икĕ пурнăç «чечекне» хăйĕн хÿтлĕхне илнĕ. Ольга Алексеевнан кашни валлиех чун ăшшипе юратăвĕ çитет. Санитаркăсене те ырăпа асăнмалла. Людмила Васильевапа Роза Тимофеева – нумай ачаллă амăшĕсем.

Уявпа район тĕп больницинче тимлекенсене ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Любовь Максимова та саламларĕ.

Этемлĕхĕн черчен пайне çамрăк ăру сума сăвать. Ача-пăча пултарулăх çурчĕн воспитанникĕсем Амăшĕн кунĕ ячĕпе пысăк концерт кăтартрĕç. Уяв программи юрă-ташăпа, кулă-шÿтпе пуян пулчĕ. Ачасем хăйсен пултарулăхĕшĕн пылак кучченеçе тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика