02 декабря 2009 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кĕçех 65 çул çитет. Çĕнтерĕве туптама хутшăннисем шутлăн кăна юлчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Манăн аттепе анне те хăрушă вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă, хаяр тăшмана çапса аркатма хăйсен тÿпине хывнă. Шел, халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Атте вилни вăтăр çул çитет, анне вунă çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ...
Атте те – Николай Филиппович Филиппов, анне те – Валентина Андреевна Филиппова районта ятлă-сумлă, паллă çынсем пулнă. Анне – Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, вунпилĕк çул Уравăшри вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ, вунă çул районти халăх çутĕç пайне ертсе пынă. Атте 1955 çулта ял хуçалăхне çĕклеме парти янă 25 пин председательтен пĕри пулнă, нумай çул хушши Уравăшри колхоза ертсе пынă, унтан «Мир» совхоз директорĕнче тимленĕ.
Аттепе анне пире вăрçă çулĕсем пирки час-часах каласа кăтартатчĕç. Вĕсен сăмахĕсем халĕ те асăмрах.
Анне 1923 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Орел облаçĕнчи Ливны хулинче çуралса ÿснĕ. Вăрçă тухнă çул вăл вăтам шкултан вĕренсе тухнă. «Июнĕн 22-мĕшĕнче эпир вĕренсе тухнисен каçне ирттерме хатĕрленеттĕмĕр. Радиопа Левитан вăрçă тухни çинчен пĕлтерчĕ. Эпир хăраса ÿкрĕмĕр, апла пулин те пурте пухăнтăмăр. Пĕрле вĕреннĕ арçын ачасене çав каçах вăрçа илсе кайрĕç. Вĕсене «Три танкиста» юрăпа ăсатса яни халĕ те куç умĕнчех. Çапла, вăрçа пула Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕрес ĕмĕтĕм сÿнчĕ», – тетчĕ анне.
Валя Щелканова (аннен хĕр чухнехи хушамачĕ) радисткăсем хатĕрлекен виçĕ уйăхлăх курссенчен вĕренсе тухнă та 1941 çулхи ноябрьте хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вăл 1942 çулхи июньтен 1943 çулхи августчен стрелоксен 4-мĕш дивизийĕнче связистка пулнă. Нимĕçсем çак дивизие çапса аркатнă хыççăн В.Щелканова 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн 319-мĕш зениткăпа артиллери полкне лекнĕ. Кунта икĕ хĕрарăм кăна пулнă: вăл тата врач. Паллах, ăна чылайăшĕ куç хывнă. Валя Щелканова сарлака хул-çурăмлă Коля Филиппова – полк командирĕн заместительне – суйласа илнĕ. Ун чухне вăл пуçласа Атăл хĕрринче Чăваш Республики пуррине, унта ĕçчен те сăпай, çапăçура хăюллă чăвашсем пурăннине пĕлнĕ. Николайпа Валентина Çĕнтерĕве Германири Дрезден хулинче кĕтсе илнĕ. Çав кун вĕсем тек пĕр-пĕринчен уйрăлмалла маррине, фронтри тĕл пулу ĕмĕрлĕх пулмаллине ăнланнă. Н.Филиппова тÿрех демобилизацилемен-ха. Çавăнпа мăшăрне Чăваш çĕршывне, Вăрнар тăрăхĕнчи Уравăш салине, ăсатса ярать.
Фронтовичкăна Николай Филипповичăн тăванĕсем те, ял-йыш та ăшшăн йышăннă. Çапла, вырăс хĕрĕшĕн Валя Щелкановăшăн, халĕ ĕнтĕ Филипповăшăн, Уравăш иккĕмĕш кил пулса тăнă. Малтан вăл шкулта аслă вожатăйра, унтан учительницăра ĕçленĕ. 1952 çулта Горький хулинчи ют чĕлхесен педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. 1958 çулта Чăваш педагогика институчĕн филологи факультетне пĕтернĕ.
Аннен пурнăçне тишкернĕ май унăн вăрçăри тата мирлĕ ĕçри паттăрлăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Вăл хăйĕн пĕтĕм вăй-халне çынсене панă, вĕсене яланах ыррине-лайăххине кăна суннă. Унăн чунĕнче тарăху-кĕвĕçÿ-курайманлăх пулнине астумастăп. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр анне – Валентина Андреевна – хăй нумай çул ертсе пынă юратнă шкула тăтăшах пырса çÿретчĕ, вĕренекенсене хăрушă вăрçă çинчен каласа кăтартатчĕ. Унăн чи юратнă уявĕ Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пулнă. Шупашкарта, Амăшĕн Мухтавĕн музейĕнче, манăн аннен сăн ÿкерчĕкĕсем, ăна халалланă экспонатсемпе аса илÿсем упранаççĕ.
Эпир çемье архивне типтерлĕ упратпăр. Унта аттен çапăçури паттăрлăхĕпе хăюлăхне яр уççăн кăтартакан хаклă документсем те сахал мар. 1952 çулта çырнă автобиографине те час-часах алла тытатăп.
Атте, Николай Филиппович, вăрçă вутне пуçласа 1941 çулта Мускав патĕнче кĕнĕ. Березина, Малоярославль çывăхĕнчи вилĕмле çапăçусене хутшăннă. 1942 çулхи январь–февраль уйăхĕсенче Хĕвел анăç фрончĕн йышĕнче, батарея командирĕ пулса, Захаровка ялне ирĕке кăларассишĕн пынă операцире палăрнă. Уравăш каччи пĕр кунта нимĕçсен виçĕ самолетне персе антарнă. Ăна тÿрех икĕ эрнелĕх отпуск панă. Мускавра атте кăкăрĕ çине М.Калинин Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ (36760-мĕш номер) çакса янă.
1943 çулта Н.Филиппов 1-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Киев хулине ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене хутшăннă, Житомир, Луцк, Ровно хулисене ирĕке кăларнă. Ноябрьте Житомир çывăхĕнче 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн чаçĕсене тăшман ункăна çавăрса илнĕ. Пилĕк талăкран 450 воин хамăрăннисем патне тухма пултарнă. Вĕсен шутĕнче Н.Филиппов та пулнă. Вăл полк ялавне алăран яман, тĕрĕс-тĕкел упраса хăварнă.
Атте çавăн пекех Карпат тăвĕсем урлă выртнă рейда хутшăннă, Сандомир плацдармĕнчи вилĕмле çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Дрезден хулине илсе Эльба юханшывĕ çине тухас тĕллевпе пирĕн çарсем тăшман тылне кĕрсе кайнă. Çак операцире палăрнăшăн чăваш каччи I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тивĕçнĕ.
Аттепе тата аннепе мухтанатăп, вĕсемпе хăпартланатăп. Вĕсем çапăçу хирĕнче те, мирлĕ ĕçре те ята яман. Эпĕ анне çулĕпе кайрăм – тивĕçлĕ канăва тухичченех çитĕнекен ăрăва вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм.