02 декабря 2009 г.
Декабрь уйăхĕ пуçланчĕ пулин те, йĕпе-сапаллă çанталăк тăрать. Çавна май çул çинче тухакан инкексен шучĕ те ÿсет.
Вырсарникун, акă, Вăрнарти тĕп больницăна çул çинче суранланнă арçынна илсе килнĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку пăтăрмахлă ĕç «Вăрнар – Кĕçĕн Кипек» автоçул çинче Çĕньял Хапăс ялĕ çывăхĕнчи тăвайккинче пулса иртнĕ. ВАЗ-2115 автомашинăпа киле таврăнакан водитель çул çинче пыракан арçынна таптанă. Водитель ăнлантарнă тăрăх, арçын çул варрипе пынă, сасартăк машина умнелле сиксе тухнă иккен. Вăл инкек вырăнĕнчен тарма хăтланман, тÿрех васкавлă пулăшу чĕннĕ.
Ноябрĕн юлашки кунĕсенче çанталăк тĕлĕнмелле ăшă тăчĕ, юр вырăнне çумăр пĕрĕхтерет, кунсăр пуçне ир-каç тĕтре тăрать. Çавна пула çул çинчи курăнаслăх шайĕ пĕчĕк. Çулĕ те пĕрре йĕпе, тепре пăрлак. ГИБДД сотрудникĕсем водительсене те, çуран çÿрекенсене те çак тапхăрта тимлĕхе ÿстерме ыйтаççĕ.