02 декабря 2009 г.
Иртнĕ кану кунĕсенче пушар хуралĕн ĕçченĕсем каллех лăпкăлăх çинчен манса кайнă. Шăматкунпа вырсарникун икĕ ялта вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ.
Шăматкун ирхине ирех, 2 сехет иртсен, Авшак Элменти пĕр хуçалăхра йывăç çурт çунма пуçланă. Пушара парăнтарма çăмăл килмен. «Хĕрлĕ автан» çурта тĕп тунисĕр пуçне хуралтăсене те çулса илнĕ, вĕсенчен кĕл купи кăна хăварнă (тăкакĕ – 100 пин тенкĕ енне). Пушар сăлтавĕ уçăмлă мар-ха – ăна палăртассипе следствипе оперативлă мероприятисем иртеççĕ.
Вырсарникун каçхине, 23 сехет иртсен, Кивçурт Енĕшрен пушар хуралне хăрушă хыпар çитнĕ: кунта та пĕр çуртра вут-çулăм алхасма тытăннă. Унчченхи инкекри пекех ку ялта та пурăнмалли çуртпа хуралтăсем çунса кайнă. «Хĕрлĕ автан» кил хуçисене пурлăх тĕлĕшĕнчен 200 пин тенкĕ енне тăкак кÿнĕ. Инкек сăлтавĕ тĕплĕ тĕрĕслев хыççăн паллă пулĕ.