02 декабря 2009 г.
1.
Авланнă хыççăн «Самолет» колхоз правленине тархасламалли сăмах вĕçне юлса уттартăм. Ятран çурт-йĕр çавăрас шухăш унчченех тĕвĕленнĕччĕ. Пĕр пилĕк сотка çĕр вырăнĕ кирлĕ. Ялта е тракторист, е строитель пулăп, терĕм. Пуçлăхсемпе хуньнăм та калаçса пăхнă. Çук, ăна та – Аслă вăрçă ветеранне, иккĕмĕш ушкăнри инвалида, ял-йыш ялан хисепленĕ Андрей Игнатьевич Игнатьева, итлес-ăнланас темен. Ялта тымар ямалăх участок парнелеймерĕç. Халь, пăхан та, Мăньял Хапăспа Вăрманкас тавралла çĕр темĕн чухлĕ çумкурăк айĕнче юрăхсăра тухать.
Комсомол райкомне васкарăм. Унта Казахстанри Макат–Шевченко чукун çулне хывма каякан доброволецсене путевкăсем пама тытăннă. Сумлă хутсене райком секретарĕсем пире хаваслă лару-тăрура ырă çул сунса тыттарчĕç. Анчах стройотрядсен штабĕн пуçлăхĕ килсе çитрĕ те «отбой!» тесе хучĕ: «Унта мăшăрланнисене ямастпăр, çырăнма тăхтамаллаччĕ те, вырăна çитсен комсомолла туй кĕрлеттернĕ пулăттăр!» Çапла вара, рельссемпе тăрмашаймарăмăр, Тенгиз кÿлли таврашĕнчи хăйăра тутанаймарăмăр, уран руди кăларма шахтăсем чаваймарăмăр. Çирĕм çемьене «бракласа» салатрĕç.
Яш чухне этеме телей тени тăнчах пăрахмасть. Туххăмрах пирĕн çул çинче «иккĕмĕш фронт» (вăрманçăсене çапла каланă) вербовщикĕ тупăнчĕ: «Çурçĕрелле çул тытăпăр, вăрман йăвантарăпăр!» Икĕ талăкран Архангельска парăнтарма çитсе кĕтĕмĕр. Пулă шăрши сăмсана çурать. Хула çыннисене «трескоеды» теççĕ-мĕн. Çĕр-çĕр утрав çинче пурăнаççĕ. Икĕ-виçĕ хутлă йывăç çуртсем. Хула варрипе анлă та лăпкă Çурçĕр Двина юхать. Шыв çийĕпе – чарăнса ларнă вăрăм-вăрăм карапсем. Пăравус пек тăрпаллă тем пысăкăш танк тĕл пулчĕ. Ăна, тимĕр купине, 1918-мĕш çулхискерне, çăткăн акăлчансем те тапратайман, вуншар çул тутăхса ларать. Юханшыв портĕнчен анаталла тинĕс порчĕ. Вĕсен хушшинче администрацин кирпĕчрен купаланă виçĕ хутлă çурчĕсем. Шурăпа сăрланă. Çуртсем умĕн шур чечеклĕ йывăçсем. Варринчи лаптăкра туяллă Петĕр патша каçăрăлса тăрать. Утравсенче сип-симĕс чăрăшсем. Хула хĕррипе сап-сарă мăклă шур. Каç пулттипе шурă пăрахута вырнаçса шыва хирĕç авăстартăмăр. Утă уйăхĕнчи шап-шурă таса каç. Хĕвелĕ хитре те, ăшши çук. Соломболăран иртсен вак-тĕвек пăрахутсем, кăткă евĕр кĕшĕлти кимĕсем куçран çухалчĕç. Хура тĕтĕм йăсăрлантаракан баржăсем сулăсем сĕтĕреççĕ. Сулă çинчи ÿпле умĕнче пĕрскер хут купăсне хирĕлтерсе çихĕрет: «Кирлĕ мар пире Турци çыранĕ!..» Çутă шыв. Симĕс чăрăшлă вĕçĕмсĕр тайга. Кара тинĕсĕ хĕрринче раснарахчĕ. Çырансем унта хуп-хура. Тинĕс йăм-хура выртать. Пăр утравĕсем – айсбергсем кăна шурă. Пĕренесене сулăна пуçтарса çыхакан йĕкĕтсем качака путекки пек сиккелесе, юрласа ĕçлеççĕ. Вĕсем хушшинче хĕрсем (!) те пур. Хальхи яш-кĕрĕме çавнашкал ĕçе чĕнсе пăх-ха!
Пĕрер талăкран Двина пит сарăлса юхнă вырăнта, Вагăпа Çурçĕр Двина пĕрлешнĕ тĕлте, Березники портĕнче чарăнтăмăр. Тÿрех пÿрт пĕренисем икĕ тĕслĕ пулни куçа тирĕнет: аялтисем хуп-хура, çырмаран çÿлелле – шурă. 1966 çултан çавнашкал пулса юлнă иккен. Çуркунне шыв картланса ларнă. Пăра бомбăсем пăрахса çĕмĕрнĕ. Пăрлă пĕве икĕ талăка пÿлĕннĕ ятпа пÿртсем çине хăйĕн хура «автографне» çырса хăварнă.
Березникире ун чухне пĕр виçĕ-тăватă пин çын пурăннă. Вăрман хуçалăхĕпе тăрмашнă. Пилĕк лесопункт ĕçленĕ. Район Совет Союзĕн Геройĕ А.Виноградов ячĕпе хисепленнĕ. Пире, хайхискер, çак район центрĕнчи хăна килне çавăртса кĕчĕç. Вун тăхăр мăшăра леспромхозри тăватă лесопункта салатрĕç. Пире, Маруçпа иксĕмĕре, тутар калушĕ евĕрлĕ кимме лартса Двина шывĕн хĕвел тухăçĕнчи Воронцы поселокĕ енне каçарчĕç. Вырăна çитме Осинцы ялĕ çумĕпе ссыльнăйсем 30–40-мĕш çулсенче шурлăх урлă пĕренесенчен хывнă çулпа каймалла. Йывăр ЗИЛ хăй хыççăн хум хăварса, чун-чĕрене сехĕрлентерсе, ерипен кăна пырать. Шурлăх анлăшĕнче шыв кайăкĕ хуçаланать. Пилĕк-ултă çухрăмран шур хăйăр çине тухрăмăр. Çыран тăршшĕпе – сип-симĕс уртăш вăрманĕ. Аялта пĕр чĕптĕм курăк та, пĕр пĕрчĕк хура тăпра та çук. Мĕнле ÿсеççĕ-ши ку йывăçсем; Вăрман ярăмĕ – пĕр-икĕ çухрăм. Йывăçсен çÿллĕшĕ – пилĕк-ултă метр, чăтлăхĕ – питĕ çăра, кĕрсе курма сĕкĕнеймĕн. Уртăшран лартнă карта юпи икĕ-виçĕ ĕмĕре чăтать терĕç. Хутăш вăрманта хырсем (карап тума тĕкĕнмесĕр лартса хăварнисем), чăрăшсем, хурăнсем, ăвăссем (юлашки иккĕшĕ сулă юхтарма юрăхсăр – шыва путаççĕ).
Вун пилĕк çухрăмран «тĕнчере манăçнă» пĕр яла кĕтĕмĕр. Çапах та, лавкка пекки пур-мĕн. Ялĕ Ваенга ятлă. Çав ятлă юханшыв та пур. Мĕне пĕлтерет-ши; Каламаççĕ. Кĕнĕ-тухнă чух пĕрмаях икĕ пÿрнепе сăх-сăхакан çынсем пурăнаççĕ. Сывлăх суннăшăн хăнк та тумаççĕ. Хĕрарăмсем тутăрĕсене çăтăр-çăтăр çыхнă. Арçынсем çĕлĕклĕ. Пурте пĕр евĕр чĕмсĕр, салхуллă, кичем.
Марьепе пĕрлешнĕренпе «манăçнă» çак ялта пĕрремĕш хут кашăк туянса куртăмăр. Икĕ чей кашăкĕ. «Апла икĕ ача ÿстеретĕр», – терĕç вырăссем. Чăнах та çапла пулса тухрĕ. Тепĕр виçĕ кашăк туянмаллаччĕ. Йăлине пĕлмен...
Ваенгăри евĕр пÿртсене эп урăх çĕрте курман. Вĕсем икĕ хутлă. Тачка-хулăн пĕренесенчен вартаса хăпартнă. Çÿлти хутра çынсем, аялтинче выльăх-чĕрлĕх. Çурт-хуралтă тавра вĕрлĕк карта. Тăрăра – çурмалла çурнă пĕренесем. Вĕсем ал лаппи хулăнăш мăкпа витĕнсе-çирĕпленсе ларнă. Витиччен çуркамсене вут çинче ăшаланă – çĕрĕшмесĕр темиçе ĕмĕре чăтаççĕ. Хĕлле ял çыннисем упа шăтăкĕнчи пек – урама тухмасăр лараççĕ. Çу тăршшĕнче сĕлĕ, тăват кĕтеслĕ урпа, кăштах пăрçа, çĕрулми, ыраш туса илеççĕ. Арçынсем пулла, ухутана çÿреççĕ. Семга, çĕлен пулă тĕтĕмлеççĕ. Упа какайне пăрлă нÿхрепре тытаççĕ. Пĕтĕм поселоксем (Шадрица, Воронцы, Усть-Ваенга, ыттисем) вăрман ĕçĕпе тытăнкаласа тăраççĕ. Юханшывсен хĕррипе йĕплĕ пралуклă картишсем, пăрахăçланă казармăсем, бараксен ишĕлчĕкĕсем тĕл пулаççĕ. Сылкăрисене 1953 çулччен вăрман кастарнă. Кунта партин тĕп комитечĕн секретарĕ пулнă А.А.Андреевăн ывăлĕ те тертленсе курнă. Поляксем, финсем, карелсем, анăç украинсем ĕçленĕ. «Эсир кунта ăçтан килсе тухнă; Пĕрремĕш чăвашсем эсир», – терĕç пире. Эп тĕл пулнă, калаçнă çынсем Андриян Григорьевич Николаев космонавтчен чăвашсем çинчен вуçех те пĕлмен.
Воронцы поселокĕнче иксĕмĕре çар казармине вырнаçтарчĕç. Пĕчĕк çеç пÿлĕм. Пĕр чÿрече. «Голландка» кăмака хутмалла. Сĕтел пекки ларать. Пĕр çын тăсăлса выртмалăх йывăç кравать... Пĕччен çын – çар полковникĕ çапла пурăннă. Казарма çуррине авлантарнă виçĕ ывăлĕпе пĕрле милици капитанĕ йышăннăччĕ. Юхăнтарнă хăш-пĕр пушă пÿлĕмсенче харампыр ятне туянтарнă хĕрсемпе хĕрарăмсем пурăнкалатчĕç. Вĕсене чылай чаплă хуласенчен «пурнăçа вĕренме» çакăнта тытса янă-мĕн.
Ваенга тăрна куçĕ пек таса шывлă. Ăна тÿрех ăсса ĕçеççĕ, унпа апат пĕçереççĕ. Кимĕпе ишнĕ чух метр тăршшĕ пулăсене асăрхатăн: семга, хариус, сич... Вăлча сапма çĕлен пулăсем хăпараççĕ. Юханшыври пăра çыран хĕррисемпе икĕ енĕпе каснă вăхăтра пулă пуçтар тулĕк! Тайгана çаплах-ха Петĕр патша кăтартса хăварнă йĕркепе кастаратчĕç. Йывăçсен речĕсене çыран хĕррипе тÿнтерме юрамастчĕ. Хурăнпа ăвăса пачах касман (сăлтавне çÿлерехре астутарнăччĕ). Пĕтĕмпех сыпăламасăр турттарнă.
Тайгара кам хуçа; Паллах – упа. Çĕнĕ Çĕр çинче водород бомби сирпĕтнĕ хыççăн вĕсене тытма пăрахнă, шурă юнлă тенĕ.
Поселока çитнĕренпе пĕрмаях стройкăра тăрмашрăмăр: хĕле хатĕрлентĕмĕр. Пурăнмалли мĕнпур çуртсене юсарăмăр. Гаражсенче, мастерскойсенче кăмакасем турăмăр. Кĕçех мана Шадрицăна (Воронцы поселокĕнчен 50 çухрăмра) пекарня кăмакине юсама лартса ячĕç. Моторлă кимĕпе ăсатрĕç. Шăнса хытăрканăран (кĕрхи нÿрĕ сивĕ шăмăсене витĕрех илет) çыран хĕрне туха-туха çула май тыткаланă кайăк кăвакалĕсене ăшалаттăмăр. Шадрицăра пире кĕтсех тăнă: хаклă хăнасем вырăнне хурса хăналама тытăнчĕç. Сылкăра ку поселокра вăйлă айăпланисене тытнă. Этем кăмăлĕ çавăншăн хаярланса та ахăрса аталанман. Паллах, пачах урăх ăрусен çыннисем ĕнтĕ эпир. Шутсăр туслă, татуллă пурăнас килетчĕ. Пекарньăра икĕ-виçĕ талăк чакаланнă хушăра кампа кăна юлташланмарăм пулĕ! Пулăшакансем нумаййăн тупăнчĕç. Каялла Воронцына çывăх тăвансем пек ăсатрĕç.
«Кăмăлланă ĕç çук, çавăнпа чурăсланатпăр, ухмаха тухатпăр», – теççĕ наяна-пăлахая пенĕ хăш-пĕр çамрăксем. Тĕппин килĕшес килмест унашкал пуплевпе. Ĕçлес кăмăлли ĕç тупатех. Халь, чăнах та ĕнтĕ, ирĕксĕртен, çемьери çăкăршăн катара сывлăха хавшатма тивет. Батраксем (гастарбайтерсем) йывăр ĕçсĕр пуçне урăх ним тĕлне те пĕлмеççĕ. Чăн культурăран хăпнă. Ырă çынсемпе, профессионалсемпе пĕрле пулса туслашаймаççĕ, малалла вĕренсе ăсталăха ÿстерме вĕсен майсем çук. Хушăран-хушă самопал вăрçинче аманаççĕ, пĕрне-тепĕрне кăнтса хураççĕ. Комсомолăн аслă стройкисене эпĕ хам ирĕкпе хутшăннă. Ăслă-пуçлă, ырă кăмăллă темĕн чухлĕ çынран пурнăçа вĕреннĕ. Кăсăкланса ыйткалатăп та, хальхи чылай ашшĕ-амăшĕн (çамрăккисен çеç мар) ачисене, мăнукĕсене каласа кăтартмалли нимĕн те çук. Тăвăрланчĕ çĕршывăмăр: вăй питти çамрăк йыша чунпа, ăс-хакăлпа ĕçлеме те, канма та чĕнмест, романтикăллă инçе çулсене йыхравламасть.
(Вĕçĕ пулать).