02 декабря 2009 г.
Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк самантра кам миллион çинчен ĕмĕтленмест; Хăть темиçе пин е ытах та темиçе çĕр тенкĕ çинчен; Ак сана кĕтмен-туман çĕртен – пĕр сумка укçа! Анчах телейлĕ тăвать-ши вăл çынна;..
Вăрнарти культурăпа кану центрĕн сцени çинче çаврăннă историре шăпах çак ыйтăва уçма пикенчĕç. Артисчĕсем – Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчен. «Курманнин курас килет» камит пурнăçри тĕп социаллă ыйтусене хускатрĕ – этеме ĕçкĕ те (геройсем ун урлă калаçу йĕркелеме хăтланчĕç), ăнсăртран «тупăннă» пысăк укçа та çынна лăпкăлăх, телей кÿмеççĕ. Пĕрремĕшĕ те, иккĕмĕшĕ те тăвансенех вăрçтараççĕ...
Владимир Григорьев режиссерăн спектаклĕ пирĕн пата ăнсăртран «килмерĕ». Иртнĕ эрнекун ăна Вăрнарти культурăпа кану центрĕ çумĕнче çамрăксен театрĕн филиалĕ уçăлнă ятпа лартрĕç. Пĕрлешсе ĕçлес килĕшĕве алă пуснă май, район пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров тата театрăн спектакльсем лартас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Николай Фомин театр яланах халăхшăн çывăх пулнине, вăл пурнăçри тÿнтер енсене питлеме пулăшнине палăртрĕç. Ырă сăмах, паллах, Вăрнарти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерне Галина Иванована та тивĕçрĕ. Чăн та, вăл тăрăшнипе юлашки çулсенче районта драма коллективĕсем чĕрĕлнине асăрхарăмăр. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе вырăнти халăха паллаштарнисĕр пуçне республикăри смотр-конкурссене те хастар хутшăнаççĕ.
Çамрăксен театрĕн артисчĕсем, пирĕн ентешсем, Стас Владимировпа Лидия Красова (камитре тĕп рольсене вылярĕç) маларахри çулсенче Вăрнар сцени çинче вуншар спектакль кун çути курнине аса илчĕç. Тăван тăрăхра театр филиалĕ уçăлнишĕн чĕререн савăннине пĕлтерчĕç.
Чăннипе филиал пуçламăшĕн никĕсне Вăрнар артисчĕсем маларах та «хывнă» темелле. Октябрьте вĕсем çамрăксен театрĕн артисчĕсемпе пĕрле «Сансăр тĕнче пушă» мелодрама геройĕсем пулса тăнă.
Фильма «Аскар» студи Пăртас ялĕнче ÿкернĕ. Тĕп рольте – Галина Иванова, каччăн амăшĕ. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул учительници Лилия Пелевинана та пĕчĕкех мар роль уйăрнă. Пăртасри Елена Краснова, Роза Викторова тата Елена Семенова, «Санар» фольклор коллективĕн артисчĕсем Марина Самарова, Аня Васильева, Марина Григорьева, Тамара Курсова, Римма Сорокина, Арнольд Морковкин тата Пăваялĕнчи Валерий Кудрявцев ертсе пыракан коллектив та сăнарсенче калăпланнă.
Филиала уçнă май, халăх режиссерĕ ку хĕрÿ ĕç пуçламăшĕ кăна пулнине палăртрĕ. Малашнехи плансем тата пысăкрах. Сцена çине кашни виçĕ уйăхра çĕнĕ спектакль тухĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ вара районти драма коллективĕсене режиссура енчен те, тум-декораци енчен те пысăк пулăшу парĕ.
«Курманнин курас килет» камит театрăн чылай тусне пуçтарчĕ. Малашнехи премьерăсем вĕсен йышне тата ÿстерсе пыччăр, артистсене тулли зал кĕтсе тăтăрччĕ.