Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын вĕлерекене ирĕкрен хăтарнă

28 ноября 2009 г.

Кăçалхи февральте Вăрнарта пулса иртнĕ хăрушă инкек пирки районта чылай вăхăт калаçрĕç. Поселокра пурăнакан М., каçхине сунар пăшалĕпе урама тухнăскер, пĕр хĕрарăма хăй килĕнчех персе вĕлернĕ, тепĕр арçынна амантнă. Çын вĕлерекен тĕлĕшпе суд айăплав йышăнăвĕ кăларнă: 43-ри арçынна 15 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.

Мĕн палăртнă-ха следстви ĕçĕсем вăхăтĕнче тата материалсене судра пăхса тухнă май; Маларах каларăмăр, арçын каçхине «сунара» тухнă. Пасар территорийĕнче вăл хуралçăна тапăннă, ăна пăшал кĕпçипе пуçран çапнă. Телее, хуралçă ирсĕртен тарса ÿкме пултарнă.

Урамра ăнсăртран сунарçă тĕлне пулнă арçын та «кĕпепе çуралнă» пулĕ – вилĕмрен çăлăнса юлнă. Пăшал тытнă арçын ăна çурăмран пенĕ. Аманнă çын пурпĕрех тарса ÿкнĕ.

Сунарçă вара лăпланайман, çывăхри çуртри подъезда кĕрсе кайнă. Пĕр хваттере шăнкăравланă та алăка уçакана тÿрех кĕрслеттернĕ. Çапла ним айăпсăр хĕрарăм ирсĕр аллинчен вилнĕ.

Экспертиза суд тенкелĕ çине ларнă арçын психика тĕлĕшĕнчен сыввине кăтартнă (унччен вăл шалти ĕçсен тытăмĕнче ĕçленĕ, Чечняра командировкăра пулнă). Ку кăткăс ĕçе республикăн Аслă сучĕ присяжнăй заседательсем хутшăннипе пăхса тухнă. Вĕсем М. айăплă тесе йышăннă, приговор тăрăх (вăл вăя кĕмен-ха) срока унăн çирĕп режимлă колонире ирттермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика