Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчунта пулсан наркотиклă ÿсен-тăран – сăмахсăрах явап тытан

28 ноября 2009 г.

Уй-хирсенче, пахчасенче кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Акă, йĕрке хуралĕн органĕсем те кĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ.

Транспорт çинчи шалти ĕçсен Чăваш енри линейнăй пайĕ пуçарнă ĕçсем тăрăх судсем йышăннă приговорсене тишкерер: наркомани серепине лекнĕ çынсем ытларах мăкăнь, кантăр ÿстерсе усă курнă.

Çавăнпа граждансене РФ Правительствин 2004 çулхи йышăнăвĕнче палăртнă Раççей Федерацийĕн территорийĕнче çитĕнтерме юраман наркотиклă ÿсен-тăрансен виçисем çинчен тепĕр хут аса илтерсе хăварасшăн. РФ Уголовнăй кодексĕн 231-мĕш статйине пырса тивеççĕ вĕсем.

Çÿлерех асăннă постановленире уголовнăй йĕрлеве тивĕçекен виçесене кăтартнă. Енчен те сирĕн килте наркотиклă япаласем пур çак ÿсен-тăрансене кăтартнă виçе чухлĕ тупса палăртрĕç пулсан, пĕлсех тăрăр, сирĕн пирки ĕç пуçармалăх сăлтав пур. Виçесем вара çапларах: шĕвекĕнче мескалин пур 2 кактус; кат ÿсен-тăранĕн 2 е ытларах хунавĕ; кокаин тĕммисем 4 е ытларах, кантăрăн 20 е ытларах хунавĕ пулсан, опий пур мăкăнь е урăх тĕслĕ мăкăнь 10 е ытларах хунав; эфедра 10 е ытларах хунав, псилоцибин е псилоцин пур кăмпасене 20 е ытларах пай тупса палăртсан.

Çывăх çын наркотиксемпе ашкăнма тытăннине мĕнле паллăсенчен пĕлме пулать-ха; Унăн ÿчĕ шуранка, куç шăрçи е пысăкланса каять, е пĕрĕнсе пĕчĕкленет, куç шуррисем хĕрелеççĕ, куçĕ пăтранчăк курăнать. Унăн калаçăвĕ вăрахланать, ÿт-пÿ хусканăвĕсен килĕшÿлĕхĕ çухалать, çын сасартăках начарланса е мăнтăрланса каять, хăйне халсăррăн тыткалать, чĕтренекен аллипе тÿрĕ çыраймасть, хăвăрт шăнать, ăна час-часах сунас ерет, сăмси пăсăлать.

Чи палăракан паллăсем:

Укол йĕррисем, трубкăланă хутсем, тутăхнă кашăксем, халиччен асăрхаман капсулăсем, кĕленчесем, шприцсем.

Наркотиксен чури пулса тăнă çынсем хăйсене çапла тыткалаççĕ: вĕсене нимĕн те интереслентермест, çемье пурнăçĕнчен тухса ÿкеççĕ, час-часах килтен тухса каяççĕ, ĕçе е вĕренĕве сиктерсе çÿреççĕ, вĕсен тăнĕ япăхланать, ыйхи килмест, мĕн пирки те пулин шухăшланă чухне тимлĕхе пĕр çĕре пухаймаççĕ, критикăна йывăррăн йышăнаççĕ, кăмăл-туйăмĕ хăвăрттăн, кассăн-кассăн ылмашăнать, час-часах тата нумай укçа ыйтаççĕ, килтен хаклă япаласем çухалаççĕ, телефонпа иккĕлентерекен шăнкăравсем килеççĕ.

Наркотик серепине хăвăрт кĕрсе ÿкекенсем ытларах чухне – 12–19 çулхи çамрăксем. Наркăмăша вĕсене урамра, дискотекăсенче, шкулта та сĕнме пултараççĕ. 3–10 героин инъекцийĕ хыççăн çын наркоманипе чирлет. Енчен те сирĕн çывăх çын наркăмăшпа усă курать тесе шутлатăр-тăк, çакăн паллисем пур-тăк, вăхăта сая яма юрамасть. Аптекăсенче ятарлă экспресс-тестсем сутаççĕ, вĕсем çын организмĕнче наркотиклă веществосем пуррине тĕрĕслеме май параççĕ. Наркотикпа усă курни чире куçма ĕлкĕреймен пулсан, ăна çирĕп асăрхаса тăрăр, унпа калаçăр, наркăмăшăн сиенне ăнлантарăр, укçа ан парăр. Енчен те чир шалах кайнă-тăк, унпа хăвăр тĕллĕн кĕрешме ан тăрăшăр, специалистсенчен пулăшу ыйтăр. Сиплев стационарта, чылай вăхăт иртмелле.

Асăрхаттаратпăр: чире пуçламăш тапхăрта çĕнтерме çăмăлрах. Унтан та шанчăклăрах: çывăх çынсене сиенлĕ йăлапа пачах туслашма паманни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика