25 ноября 2009 г.
Калинино салин урамĕсенче унта та кунта хăватлă техника сасси кĕрлет. Çанталăк савăнтармарĕ пулин те, тасатмалли сооруженисем тăвассипе кĕркунне хĕрÿ ĕç пĕр кана та чарăнмарĕ. «Экострой» ФЦГР» общество графикпа мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçласа пырать. Кăçал ку объект валли уйăрнă укçана ноябрь вĕçĕ тĕлне пĕтĕмпех усă кураççĕ. Тепĕр çулне те вăхăта сая ямасăр ĕçе кÿлĕнме халех пĕтĕмпех хатĕрлеççĕ. Çитес Республика кунĕ тĕлне объекта хута ямалла-çке.
Паянхи кун тĕлне савăтсен блокне пуçтарнă, сооруженисем вырнаçакан çурта хăпартма пуçлаççĕ. Çав вăхăтрах Калинино сали тăрăх пăрăхсем хурса тухаççĕ. Проект тăрăх вĕсем 5,7 км йышăнмалла, хальлĕхе 1800 м хунă.
Проектра пăхнă тăрăх, кунта шыва тасатмалли çĕнĕ меслетсемпе усă курĕç. Комплекса механикăллă тасатакан тата тарăннăн биологи шайĕнче тасатакан сооружени кĕрет. Тасатнă хыççăн шыв дезинфекциленет. Çутçанталăка сиенлетекен, варалакан япаласене кăларассинчен те хăрамалла пулмĕ.
Калининăри объект «Экострой» обществăшăн пĕрремĕш мар, кунашкаллисене вĕсем Чăваш енре те, Тутарстанра та, Ханты-Манси округĕнче тата ытти вырăнсенче хута янă.
Тасатмалли сооруженисем вырнаçнă çурт металл конструкцисенчен пулĕ, ятарлă пÿлĕмсенче çынсем вĕсен ĕçне йĕркелесе тăрĕç. Таврари территорие те тирпей-илем кĕртме палăртнă. Объекта икĕ тапхăрта хута ярĕç: пĕрремĕшне – килес çул, иккĕмĕшне – каярахпа, Калинино салин аталанăвне шута илсе.
Объектри строительство ĕçĕсене вырăнти организацисем те – «Вурнарымежрайгаз» филиал, «Вурнарыдорстрой» тата «Вурнарская» МСО обществăсем – хутшăнаççĕ.