Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар налукçисем кăтартуллă ĕçлеççĕ

25 ноября 2009 г.

– Çак инспекцие вăрçнă вăхăт та пулнă. Анчах вăл хăйĕн ырă ятне тавăрма пултарчĕ. Чи малтанах унăн ертÿçи Зинаида Александровна Афанасьеван çивĕчлĕхĕпе пултарулăхне, пĕтĕм коллектив пĕрлешсе ĕçленине пула, – налук ĕçченĕсен кунне халалланă уявра (вăл виçĕмкун Вăрнар райповĕн «Огонек» ресторанĕнче иртрĕ) районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕ ячĕпе ырă сăмах чылай янăрарĕ.

Аркадий Дергачев, Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи, республикипе илсен, кăçалхи вунă уйăхра Чăваш енри налук органĕсем федераци, республика, муниципалитетсен бюджечĕсене налук хывассипе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен начартарах (86:) ĕçленине палăртрĕ. Анчах та – Вăрнарти мар. Районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци налуксене пухассипе виçĕ квартал харăс ĕнтĕ çĕнтерĕве алăран ямасть.

«Пархатарлă тивĕçе малалла та чыслăн пурнăçласа пыма сунатăп», – алă тытса саламларĕ Аркадий Аверкиевич кăтартуллă ĕçлекенсене ведомство наградисемпе чысланă май. Сергей Иванов управленин Хисеп грамотине, Надежда Софроновапа Людмила Павлова Тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕн ертÿçи Зинаида Афанасьева та тĕслĕхлисене палăртса грамотăсемпе парнесем кÿчĕ. Налук дисциплинине çирĕп пăхăнакан предприятисем те тава тивĕçрĕç: хамăр районтан – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ (директорĕ В.Свешников), Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (представителĕ Н.Аливанов).

Налукçăсем çак кун çавăн пекех район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕнчен райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕнчен Александр Борисовран, Йĕпреç район пуçлăхĕнчен Анатолий Петровран тата ыттисенчен салам сăмахĕсемпе парнесем йышăнчĕç. Районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсем уява юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика