Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНТЕШЛĔХРЕ СŸНМЕСТ ТĂВАНЛĂХ...

25 ноября 2009 г.

Вăрнар районĕнчен тухнă, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕрсен тăванлăх туйăмĕ чăннипех вăйлă. Çакна вĕсем иртнĕ шăматкун тĕп хуламăрта ирттернĕ тĕл пулура каллех яр уççăн çирĕплетрĕç.

Районтан тухнă паллă çынсем, тĕрлĕ отрасль деятелĕсем пĕр-пĕрне ăшшăн çупăрланине, чунтан калаçнине курма çав тери кăмăллă пулчĕ. Уяв пуçланиччен пурте малтанах Вăрнар райповĕн апат-çимĕç, аш-какай комбиначĕн продукцийĕсен куравĕсемпе паллашма, килĕшекен çимĕçсене туянма пултарчĕç. Калинино ял поселенийĕн аваллăх кĕтесĕ уйрăмах пурне те тыткăнларĕ. Ал арманĕпе çăнăх авăртнипе, çăматă йăваланипе, çава туптанипе, йăлара усă куракан хатĕр-хĕтĕрпе, сăпкара ача сиктернипе хăнасем кăмăлласа паллашрĕç.

Фойе стенисем тăрăх тăсăлнă фотокурав – «Максим из Кольцовки» – ячĕнченех мăнаçлăхĕпе илĕртекенскер, паллă ентешĕмĕрĕн Максим Дормидонтович Михайлов опера юрăçин кун-çулне тĕплĕн çутатрĕ.

Çав вăхăтрах Шупашкарти машзаводăн спортзалĕнче те хĕрÿ лару-тăру хуçаланчĕ. Район спортсменĕсем тĕп хулара пурăнакан çамрăксемпе волейболла выляса тупăшрĕç. Туслăх çĕнтернĕ! – пĕлтерчĕç каярах сцена çинчен.

Районтан килнисене, тĕп хуламăрпа Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленсе пурăнакансене, хăнасене чăннипех тĕлĕнмелле программа кĕтрĕ. Пысăк экран çинче район пурнăçне сăнлакан ÿкерчĕксем пĕрин хыççăн тепри тухса пычĕç. Вĕсенче – тĕрлĕ сферăра палăрнă, района çĕклеме пулăшнă сăнсем. Ентешлĕх гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕ. Ăна Л.Тянгов сăвви тăрăх Г.Скворцова кĕвĕленĕ.

Вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçи – Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăл тăрăхĕнчи филиалĕн ректорĕ Владимир Федоров уяв республикăн тĕрлĕ районĕсенче саланнă ентешсене чăннипех пĕрлештернине асăнчĕ, çак ырă йăла малашне те çирĕп тымарланассине шантарчĕ. Вăл ентешлĕх юхăмне пуринчен малтан чĕртме тÿпе хывнă çынсене – Леонид Тянгова, Юрий Павлова, Николай Кириллова, Сергей Васильева – тав турĕ.

Хăнасем йышлă. Раççей Президенчĕн Чăваш енри полномочиллĕ представителĕ Анатолий Григорьев тата Эрик Васильев ентешлĕх хастарĕсене Мускаври «Сыны Отечества» обществăлла организацин регионти пĕрлĕшĕвĕн Хисеп грамотисемпе, Раççей оборона министерствин юбилей медалĕсемпе тата парнисемпе чысларĕç.

Чи хисеплĕ хăна вара – КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Мачамăшра çуралса ÿснĕ Илья Павлович Прокопьев пулчĕ. Куравсемпе тулли кăмăлпа паллашрĕ вăл. Кайран сцена çинчен пурне те тав турĕ, район ÿсĕм-çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕ, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме сĕнчĕ, ку ĕçе çамрăксене ытларах явăçтармаллине палăртрĕ.

Паллă ентешĕмĕрĕн Иван Ивник сăвăçăн ятне ĕмĕрлĕх упраса хăварас тата ун йĕрĕпе каякан талантлă çынсене тупса палăртас тĕллевпе çирĕплетнĕ премие кăçал тăваттăн илчĕç: Станислав Иванов, Владимир Кузьмин, Владимир Толстов тата пирĕн ĕçтешĕмĕр Елена Тикинева. Калининăри вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Кошкина литература конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн Диплома тивĕçрĕ.

Пилĕк сехете яхăн тăсăлнă тĕл пулу каçĕ ентешсен чĕринче палăрмаллах савăк йĕр хăварчĕ. Хамăр районтан тухнă эстрада, районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсем, Пуканкассинчи тата Калининăри культура çурчĕсен, Г.Лебедев ячĕллĕ лицейăн пултарулăх ушкăнĕсем тата Калининăри вăтам шкул ачисем чаплă концерт пачĕç.

Залив çийĕн тÿпене çĕкленнĕ салют, «Туслăх» сăмаха çаврăннă тĕрлĕ тĕслĕ çулăм çутисем уява вĕçлекен нотăсем пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика