Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян та сцена çинче

21 ноября 2009 г.

Пĕтĕм пурнăçне Чăваш академи драма театрне халалланă халăх артистки Анна Кутузова чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне уявларĕ.

Анна Николаевна Кутузова 1934 çулта Пайăк ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Николай Петрович Петров таврари ăста кăмакаçă шутланнă, амăшĕ Татьяна Ефимовна – «Ача амăшĕ-героиня». Пурнăçра, уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче, хура-шурне сахал мар тÿснĕ халăх артистки.

Анна ача чухнех ялта драма кружокне йĕркеленĕ, спектакльсенче выляма юратнă. Артистка пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Çав шухăшпах вăтам шкултан вĕренсе тухсан ялти клуба ертсе пыма тытăннă. Клуб сцени çинче спектакльсем лартса ял çыннисене савăнтарнă. 1956 çулта А.С.Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институчĕн чăваш студине вĕренме кĕрет вăл. Институт пĕтерсе Шупашкара таврăнать, ăна Чăваш академи драма театрĕн труппине илеççĕ. 1986 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче ăна «Чăваш халăх артистки» ята параççĕ.

Хĕрĕх çул хушшинче сцена çинче темĕн чухлĕ интереслĕ, хăйне евĕр роль выляма телей пÿрнĕ ăна: тĕрлĕ вăхăтри тĕрлĕ халăх арçын ачисемпе хĕрачисенчен пуçласа тĕрлĕ характерлă героиньăсен чаплă сăнарĕсем таранах.

Халĕ артистка тивĕçлĕ канура пулин те килте лăпкă ларма пултараймасть. Сцена çине тухмасăр, çынсене савăнтармасăр чунĕ чăтмасть унăн. Шупашкарта «Салют» культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорĕнче юрлать. Хăйĕн юбилейне Анна Кутузова Чăрăшкас Хирлеп клубĕнче ирттерчĕ. Юратнă артисткăна саламлама клубра халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Фойере артистка пурнăçĕ çинчен ятарласа сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ. Уява килнисем çавăн пекех электронлă презентаципе паллашрĕç. Паллă артисткăна юбилейпа саламлама Вăрнар район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕн пуçлăхĕ В.В.Прокопьев, Аçăмçырми ял поселенийĕн пуçлăхĕ О.В.Петров, Раççейĕпе паллă ÿнерçĕ Праски Витти сума суса килчĕç. Артисткăна нумай ыр сăмахсем каларĕç, хаклă парнесем пачĕç. Çавăн пекех шкул ачисем Анна Николаевнăна саламласа çырнă сăвва вуларĕç. Ветерансен хорĕ «Надежда» концертпа халăха савăнтарчĕ. Хăй ĕçленĕ театрти артистсем спектакльти сыпăкпа чуна тыткăнларĕç.

Тата çакна асăнмалла: Чăрăшкас Хирлеп клуб ĕçченĕсем мероприятие ирттерме тăрăшса хатĕрленни питĕ курăмлă пулчĕ. Вĕсем хăйсен вăйĕпе залра пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Халĕ клубра çутă, таса. Культура çурчĕ тата нумай халăха савăнтарма чĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика