14 ноября 2009 г.
Раççейре чÿк уйăхĕнче сысна грипĕнчен пурне те прививка тума пуçлаççĕ. Хальхи вăхăтра йĕпе-сапара шăнса тĕрлĕ чир ертесрен сыхланмалли прививка кампанийĕ пырать. Вакцинаци нумай çул тăваççĕ пулин те ун пирки çуралнă тавлашусем çав-çавах лăпланмаççĕ. Прививкăсем усăллă-и е сиенлĕ, харăсах темиçе чиртен прививка тума юрать-и, укол хыççăн температура хăпарни йĕркеллĕ-и – çак тата ытти ыйтăва «Труд-7» хуравлать.
Вакцинăна пула пĕр-пĕр чир (çăмăл формăпа) аталанма пултарать-и;
Çук. Тухтăрсем каланă тăрăх, прививкăна шăпах чиртен сыхланма шухăшласа тупнă вĕт. «Çапах инъекцин ку е урăх компонентне организм йышăнмасан та пултарать. Кун пек чухне кăштах шăнтать, пуç çаврăнать, ÿт температури ÿсет, ÿслĕк те аптратать. Çапах та çакă чир мар», – тет Раççейĕн Медицинăпа биологи агенствин Иммунологи институчĕн тухтăрĕ, аллерголог-иммунологĕ Ирина Зуйкова. Çак вак-тĕвек паллăсем талăк тăршшĕнче çухалмалла. Хăвăра япăх туйсан тухтăр патне каймалла.
Ерекен тĕрлĕ чиртен темиçе прививкăна та харăсах туни сиенлĕ мар-и;
Мĕнле прививка тунинчен килет. Тĕслĕхрен, БЦЖ вакцинине (туберкулеза хирĕç) ыттисемпе пĕрле тума юрамасть. БЦЖпа ытти прививка хушшинче пĕр уйăхлăх тăхтав тумалла. Темиçе чиртен сыхланма пулăшакан вакцинăсем те пур. Вĕсемпе, тĕслĕхрен, столбнякран, дифтерирен хÿтĕленме май пур.
Пăтрашăнас мар тесен прививкăсен наци календарьне пăхмалла. Унта обязательнăй прививкăсен ячĕсене, вĕсене хăçан тумаллине палăртнă. Енчен те хăвăр тĕллĕн вакцина тума шутлатăр-тăк – тухтăра хăвăра ку таранччен мĕнле прививкăсем туни çинчен пĕлтерĕр. «Организмăн кашни вакцинăна хăнăхмалла. Çавăнпа тĕрлĕ прививка хушшинче тăхтав тусан лайăхрах», – çапла шухăшлать Ирина Шамонина аллерголог-иммунолог.
Грипран прививка тунă хыççăн
мĕн вăхăт çăвăнма юрамасть;
Совет тапхăрĕнчен пуçласах кирек мĕнле прививка хыççăн та пĕр эрне таранчченех çăвăнма юрамасть теççĕ. Манту пробине пула пăтранаççĕ, ăна чăнахах та йĕпетме юрамасть. Вакцина хыççăн çăвăнма юрать, анчах та укол вырăнне мунчалапа хытă ан сăтăрăр, мунчара е саунара рехетленме те кирлĕ мар, асăрхаттарать Ирина Зуйкова.
Прививка хыççăн чир
ермессе шанма пулать-и;
Вакцина хыççăн чирлемессе пĕр тухтăр та татăклăн шантарса калаймĕ. Çакна грипп, дифтери, ытти чир пирки те калама пулать. Çапах, медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, прививка тусан чирлесен те çынна вĕрĕлтермĕ е вăл пачах та чирлемĕ. «Прививка пахалăхĕнчен те нумай килет, – ăнлантарать Ирина Шамонина. – Çавăнпа шанчăклă медицина учрежденийĕсенче прививка тутармалла».
Вăраха кайнă чирсем чухне
прививка тутарма юрать-и;
Мĕнле чир пулнине пăхмалла. Тĕслĕхрен, шыçă чирĕсемпе аптракансене прививка тума юрамасть, вăраха кайнă гастрит ку тĕлĕшпе чăрмав кÿмĕ. Кашни прививкăн хăйĕн «чарнă» чирĕсен списокĕ. «Тăванăрсем мĕнпе чирлени те пĕлтерĕшлĕ. Вакцина тăвас умĕн кун пирки тухтăра каламалла», – канаш парать Ирина Зуйкова.
Çапах чир вĕрĕлнĕ пулсан прививкăна каярах вăхăта куçармалла.
Çын хальтерех çеç сывалнă е паян грипран сипленет. Унăн грипран прививка тутармалла-и;
Çакăн пек чухне медицина ĕçченĕсем прививка тума сĕнмеççĕ. Вакцинаци – профилактика пĕлтерĕшлĕ ĕç. «Çын пĕр-пĕр чир ертрĕ тĕк унăн организмĕнче ахаль те хирĕç тăракан япаласем (антитела) аталанма пуçлаççĕ», – ăнлантарать Ирина Зуйкова.
Çын чир ертнĕ, çакна пĕлмесĕрех прививка тутарнă – кун пек чухне те хăрушши нимех те пулмĕ.
Грипран прививка тутарсан унăн витĕмĕ çур çула пырĕ-и;
Кирек мĕнле вакцина витĕмĕн срок пур. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпех витĕм кÿреççĕ, теприсем – темиçе уйăх. Грипран тутаракан прививка пирки те çавнах каламалла. Ку прививкăсен витĕмĕ вăтамран çур çула пырать. Шăпах çавăнпа прививкăна чир эпидемийĕ пуçланас умĕн тăваççĕ.
Прививкăсем çыннăн
иммунитетне сиен кÿреççĕ-и;
Прививкăсене хирĕç тăракансем çирĕплетнĕ тăрăх, вакцинаци усăсăр кăна мар, сиенлĕ те: ун хыççăн организм чирсене хирĕç хăй тĕллĕн кĕрешеймест. Тухтăрсем тĕслĕх вырăнне чечче эпидемине илсе кăтартаççĕ. Ăна шăпах прививкăсем пулăшнипе чарма май килнĕ.
«Паха вакцина çын иммунитетне витĕм кÿмест, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет Ирина Зуйкова. – Иммунитет мĕнле ĕçленĕ, çавăн пекех ĕçлĕ».
Шкула е ача садне илместпĕр тесе хăратсан та ашшĕ-амăшĕ ачине прививка тумасан та пултарать-и;
Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачине кирек мĕнле профилактика прививкине те тутармасан та пултарать. Çакăн çинчен «Ерекен чирсен иммунопрофилактики çинчен» саккунра (5 ст.) тата «РФ граждансен сывлăхне сыхласси çинчен йышăннă саккунсен никĕсĕнче» (33 ст.) каланă. Йышăнăва çырса çирĕплетмелле.
Анчах та ашшĕ-амăшне ачана садике вырнаçтарнă чухне тивĕçлĕ прививкăсемсĕр йышăнманни çинчен пĕлтереççĕ. Çакă саккуна хирĕçлет. Ерекен чирсемпе йышлăн чирленĕ вăхăтра çеç прививка туман пепкесене шкул çулне çитменнисен учрежденине йышăнмасăр тăма пултараççĕ. Вăхăтлăха çеç тата.
Сирĕн ачана ача садне юриех е пĕр-пĕр сăлтавпа прививка тутарманшăн илмеççĕ-тĕк, пĕрремĕшĕнчен, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕн ертÿçисенчен çакăн сăлтавне çырса пĕлтерме ыйтăр, иккĕмĕшĕнчен, шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕн районти уйрăмне кайăр. 3 çулти çыннăн прависене саккун ыттисенни пекех хÿтĕлет.