Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакланнă, сахăрпа çăкăр йÿнелнĕ

14 ноября 2009 г.

Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш енре кăçалхи октябрьте сахăр хакĕ – 9,2:, çавăн пекех çăнăх, çăкăр изделийĕсен, улма-çимĕç продукцийĕн, çĕр улми, макарон-кĕрпе, пулă-аш продукчĕсен, тăвар, специ, концентратсен хакĕсем 4,8–0,2: чакнă.

Çав вăхăтрах алкогольлĕ шĕвексем, чей, кофе, кондитер изделийĕсем, улма-çырла тата пахча çимĕç консервисем, сыр, мороженăй, çу, çăмарта, сĕт, сĕт продукцийĕ унчченхинчен 0,1 – 3,1: хаклăрах. Пуринчен ытла сĕтшĕн – 3,1: – ытларах тÿлеме тивнĕ.

Çынна пĕр уйăхра кирлĕ апат-çимĕç пуххин чи пĕчĕк виçи октябрьте 1751,23 тенкĕ тесе палăртнă. Вăл, сăмах май, 2,1: йÿнелнĕ.

Апат-çимĕç мар таварсем хушшинче сехетсен, табак изделийĕсен, пусма, сăран атă-пушмак, тум-тир, фарфор-фаянс савăт-сапа, канцеляри хатĕрĕсен тата ытти япаласен хакĕсем хăпарса кайнă пулсан, сĕтел-пуканпа телерадиотаварсем, спорт инвентарĕ, медицина таварĕсем, стройматериалсем, нефть продукчĕсем йÿнĕрех пулнă.

Тĕрлĕ тивĕçтерÿсене илес-тĕк, вĕсемшĕн вĕрентÿре, çыхăну тытăмĕнче, коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕрте, спортра тата ытти сферăра укçа нумайрах кăларса пама тивнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика