Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнни аталантăр, чир кăна ан пусахлатăр

14 ноября 2009 г.

Информаци технологийĕсемсĕр паянхи пурнăçра нихăш сферăна та курма çук. Уйрăмах вĕрентÿре – пĕтĕм отрасль валли пуласлăх никĕсне хывакан тытăмра – вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Çĕнĕ шкул» программăпа акă районти кашни шкул компьютер оборудованийĕпе пуянланчĕ. Вĕрентекенсем те, ачасем те халĕ ăслă техникăпа çăмăллăн усă кураççĕ.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул вара çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе тата маларах кайрĕ. Вĕсен тĕслĕхне виçĕмкун ахальтен шкул директорĕсен канашлăвĕн кун ыйтăвĕпе çыхăнтарман ĕнтĕ. Владимир Малов директор шкулта йĕркеленĕ локаллă çыхăну халĕ кашни(!) кабинетран Интернета тухма, вĕрентекенсене пĕр программăпа ĕçлеме майсем туса панине каларĕ. Инновацилле технологисене аталантарас ыйтупа калаçнă май, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов çак тĕслĕх ытти шкулсенче те малашлăх планĕ пулмаллине палăртнă.

Çитес çул вĕрентекенсемшĕн уйрăмах паллă та çанă тавăрса ĕçлемелли çул пулĕ. 2010-мĕшне Раççейре те, Чăваш енре те Вĕрентекен çулталăкĕ тесе йышăнчĕç. Ăна тивĕçлипе ирттерес ыйтăва та кун йĕркине кĕртнĕ директорсем.

Вĕрентекен çулталăкĕн йĕркипе район шайĕнче ирттерме палăртнă мероприятисем пĕтĕмпех ăс-хакăл вăйне çĕнетсе аталантарассипе, вĕрентекен профессийĕн сумне ÿстерессипе, пултаруллă учительсен опытне пропагандăлассипе, инноваци вăй-хăватне сарассипе çыхăннă. Хăйсене халалланă çулталăка ăслăлăх вăрлăхне акакансем январьте чаплă лару-тăрура уçĕç. Ун тĕлне хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ, çитес уйăхра акă художество пултарулăхĕн смотрĕ пулĕ, чи лайăх номерсенчен пысăк концерт йĕркелĕç.

Паянхи чи çивĕч ыйтăва та хускатнă канашлура. Ку вăл ачасене грипран тата шăнса пăсăлнинчен сыхласси. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Канаш хулинчи управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Михаил Отнюков, канашлăва хутшăнса, профилактика мелĕсем çинчен каласа ăнлантарнă. Анчах, шел те, чир кĕттермест çав, ачасем чирленĕ тĕслĕхсем кунсеренех ÿссе пыраççĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Иванов ĕнерхи кун тĕлне Аçăмçырминчи вăтам шкула, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти пилĕк класа тата поселокри «Рябинка» ача сачĕн икĕ ушкăнне карантина хупма тивни пирки каларĕ.

Шкулсенче, районта ку вĕренÿ çулĕнче чылай мероприяти, çав шутра сывлăха çирĕплетессипе те, йĕркелеме палăртнă. Чир-чĕр кăна ан кансĕрлетĕр, вара пĕтĕмпех тухăçлă иртĕ, çирĕплетеççĕ директорсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика