Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар нимĕн те хăвармасть

11 ноября 2009 г.

Районта пулса иртекен пушарсенчен ытларахăш пайĕ уйрăм хуçалăхсене тивет. Вĕсенчен нумайăшĕ кил хуçисем çулăмпа асăрханусăр пулнăран тухнă. Иртнĕ эрнере акă районта икĕ ялта хуралтăсем çунса кĕлленнĕ.

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче 17 сехет те 25 минутра пушар чаçне Рункăра вут-çулăм хаяррăн алхасни пирки хыпар çитнĕ. Пушар сÿнтерекенсем инкек вырăнне васкавлăн тухса кайнă. Анчах çунакан лаçпа мунчана çăлса хăварма май килмен. Самантрах вăй илнĕ çулăм хуралтăсене пĕтĕмпех тĕп тунă, кил хуçисене 50 пин тенкĕ енне тăкак кÿнĕ. Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи тĕрĕслев хыççăн хуралтăсене такам юриех чĕртсе янă тесе шутлаççĕ.

Унччен маларах, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, 21 сехет иртсен Чалăм Кăкшăмра пĕр хуçалăхра сарай хыпса илнĕ. Сăлтавĕ – кил хуçи вут-çулăмпа асăрханусăр пулни. Пушарта сарай, унта пулнă пĕр тонна енне утă çунса кайнă (тăкакĕ – 20 пин тенкĕ енне).

Çанталăк сивĕтнĕ май пушарсем тухас хăрушлăх татах та ÿсет. Çынсем ăшăтмалли тĕрлĕ приборсемпе (çав шутра – хăйсем ăсталанисемпе те) усă кураççĕ, анчах тимлĕх пирки манаççĕ – вĕсене çутса, пăхса-асăрхаса тăмасăр хăвараççĕ. Çапла çак сăлтавсем пысăк инкек-синкек патне илсе çитереççĕ. Енчен те хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен, кÿршĕсен пурнăçĕ, пурлăх сыхлăхĕ çинчен шутлатăр пулсан юсавсăр ăшăтмалли приборсемпе ан усă курăр, вĕсене çунакан материалсемпе юнашар ан вырнаçтарăр, асăрхаса тăма ачасене ан хушăр. Вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен нихăçан та ан манăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика