Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçтăр – эпир тăрăшăпăр!

11 ноября 2009 г.

теççĕ район волейболисчĕсем республика чемпионачĕн черетлĕ çаврăмĕ хыççăн. Дима Паймулкин, Владимир Иванов, Вадим Кириллов, Константин Сидоров, Андрей Матвеев, Игорь Шашков, Владислав Кириллов, Дима Трофимов, Григорий Романов, Алексей Лавров хальхинче те район чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ.

Чемпионатăн зонăри çĕнтерÿçисем хушшинчи тĕл пулусем икĕ ушкăнра иртеççĕ. Пĕтĕмпе сакăр команда тупăшать.

Вăрнарсем хăйсен ушкăнĕнче вылякансене – Сĕнтĕрвăрри тата Патăрьел районĕсен командисене – иртнĕ шăматкун хамăр патра, физкультурăпа спорт комплексĕнче, кĕтсе илнĕ. Шел, Шупашкар районĕн волейболисчĕсем килсе çитеймен. Вĕсен сĕнтĕрвăррисемпе вылямалла пулнă. Йĕрке тăрăх, виçĕ очко юлашкисен шутне куçнă.

Вăрнарсем патăрьелсемпе тĕл пулнă. Хăнасем те вăйсăр команда мар, çитменнине хальхинче ун йышĕнче Елчĕк районĕн хастар волейболисчĕсем те пулнă (положени тăрăх ирĕк пур). Аса илес пулсан, вăрнарсем патăрьелсемпе пĕрре кăна выляман. Яллă районсем хушшинче ирттерекен турнирсенче пирĕннисем яланах вăйлăрах пулнă. Çакна хальхинче те чыслăн çирĕплетнĕ вăрнарсем, хĕрÿ сетсенче хăнасене 3:1 шутпа парăнтарнă.

Çĕнтерÿпе хавхаланнă каччăсем халĕ черетлĕ вăййа хатĕрленеççĕ, ноябрĕн 21-мĕшĕнче вĕсен сĕнтĕрвăррисемпе тупăшма тивĕ. Хĕрарăмсем вара патăрьелсене çĕнтерĕç-ши; Çакна ку шăматкун Шăхасанта иртекен турнир кăтартса парĕ.

Хĕрарăмсем вара иртнĕ шăматкун район чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. Пурĕ ултă команда: К.Маркс ячĕллĕ тата «Янгорчино» хуçалăхсен, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Вăрнарти 29-мĕш професси училищин тата Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул пикисем.

Иртнĕ çулхи чемпионсем, – хутăш препаратсен завочĕн хĕрĕсем – шел те, кăçалхи вăйăсене хутшăнман. Техникум команди пĕлтĕрхи пекех кĕмĕл призер пулса тăнă. Виççĕмĕш вырăна кăçал К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн хĕрĕсем çĕнсе илнĕ.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командин çивĕчлĕхне те асăнмасăр иртме çук, районта мала тухассишĕн иртекен ăмăртусенче вĕсем пĕрре мар палăрнă. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен-вĕренекен хĕрсене спорт, уйрăмах волейбол вăййи, пĕрлештерсе тăни куçкĕретех. Хальхинче вĕсем пуринчен хастар пулнă, 2009 çулхи чемпион ята пысăк ăсталăхпа çĕнсе илнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен кунне халалласа Мăн Явăш поселенийĕнче те волейбол енĕпе юлташла вăйăсем иртнĕ. Унта Мăн Явăш, Çăкаллă Явăш тата Уйкас Явăш çамрăкĕсем тупăшнă. Вĕсенче туслăх çĕнтернĕ. Аслисемпе шкул ачисем хушшинчи сетсенче вара аслă ăру вăйлăрах пулнă.

Çамрăксем ырă пуçарăва малалла та тăсасшăн. Çывăх вăхăтра вĕсем юнашар поселенисенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ăмăртăва чĕнесшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика