Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страхлав тÿлевĕсем пенсие ÿстереççĕ

11 ноября 2009 г.

Пенси системине çĕнетÿ кĕртни тивĕçлĕ канăва кайнисене кăна мар, ĕçлекен граждансене те кăсăклантарать. Кун çинчен халăха тĕплĕнрех ăнлантарас тĕллевпе ноябрĕн 6-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ аудио пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри телевиденипе радио тата хаçат изданийĕсен журналисчĕсем, район-хула администрацийĕсен специалисчĕсем хастар хутшăнчĕç. Информаци марафонĕн пĕрремĕш тапхăрĕн ĕç кăтартăвĕсемпе чи малтан Пенси фончĕн Канаш тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕсен представителĕсем паллаштарчĕç.

Ноябрьте республикăра «Страхлав тÿлевĕсем пенсие ÿстереççĕ» темăпа иртекен информаци марафонĕн иккĕмĕш тапхăрĕ старт илет.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пресс-конференцие хутшăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, малашлăх пирки паянах шухăшлама, страхлав тÿлевĕсене хывассипе хастартарах тимлеме сĕнчĕ. Ыйтусене Интернет-каналсем урлă паракансем те пулчĕç. Акă 2011 çултан тытăнса бюджета кĕмен фондсене страхлав тÿлевĕсем тÿлемелли тарифсем ÿснĕ май Вăрнар район администрацийĕн халăхпа çыхăну тытас енĕпе тимлекен специалисчĕ Людмила Иванова ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем валли саккуна çăмăллăхсем кĕртни-кĕртменнипе кăсăкланчĕ. Роза Кондратьева пĕлтерĕшлĕ ыйту çĕкленĕшĕн тав туса çапла хуравларĕ: «Ял хуçалăх продукцине туса илекенсен тертлĕ ĕçне асра тытаççĕ, çавăнпа вĕсем валли саккуна çăмăллăхсем кĕртеççĕ. Акă ял хуçалăх предприятийĕсем бюджет учрежденийĕсем тÿлекен тарифăн 75 процентне кăна тÿлеççĕ. Паллах, страховани тÿлевĕсен тарифĕсем пĕр вырăнта тăмаççĕ. Анчах саккун кăларакансем тăрăшнăран тариф 2015 çулччен майĕпен кашни çул 5 процент ÿссе пырĕ. Эпир çак тапхăрта хресчен ĕçне тивĕçлĕ хакласса, ял хуçалăх таварĕсен хакĕсем те ÿсессе çирĕп шанатпăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика