11 ноября 2009 г.
Вăл ачасемшĕн – юлташ, пулăшуçă, канаш паракан тата вĕсемпе пĕрешкел шутлакан. Хатĕррине çеç хывакан мар – яланах çĕннин шыравĕнче.
Галина Григорьевна Назарова халь хăйĕн пурнăçне урăх сферăра курмасть те. Ачаран пуласлăхне шкулта, вĕренекенсем çумĕнче курнă вăл. Анчах пур енчен талантлă хĕрачана учительсем урăх енпе вĕренме ярасшăн пулнă. Чăнах та, шкул хыççăн Галина Григорьевна Мускаври химипе технологи техникумне кайса кĕнĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Виçĕ çул Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра та вăй хунă. Çук, чун туртни пулман ку. Çавăнпах ĕнтĕ, шкулта ĕçлес ĕмĕтпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вăй хурать, вунтăваттăшĕнче – вожатăйра, ыттисенче – директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Ĕçĕ ун чăннипех те пысăк та яваплă. Ачасене чĕртме, вăл е ку мероприятие явăçтарасси çăмăл мар-çке. Галина Григорьевнана çак пуянлăха Турри хăех панă тейĕн: вăл итлеттерме те, тăнламалла ăнлантарма та, ăнланма та пĕлет. Шкулти аслă вожатăйăн, социаллă педагогăн, класс руководителĕсен пулăшăвне туйса тăни те ăна çĕкленÿллĕн ĕçлеме пулăшать.
Ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине, вĕсенче патриотла туйăма аталантарассине директор çумĕ воспитанин тĕп тĕллевĕсем вырăнне лартнă. Вĕсене чи малтанах дисциплинăна хăнăхтармалла, çакăнтан пĕтĕм ăнăçу килет, тет вăл. Çак сăмахсене паха тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Ку шкулта тăхтавсем вăхăтĕнче ача-пăча ĕрĕхтерсе чупнине нихăçан та курман, торжествăлла линейкăсенче сăмах калакана ирттерсе палкакансем çук. Столовăйĕнче хуçаланакан йĕркелĕх пирки вара хăнасем те яланах ырă сăмахсем кăна хăвараççĕ. Çакă пĕтĕмпех Г.Назарован тивлечĕ.
Вăл пуçарса ирттерекен мероприятисем кашни вĕренÿ çулĕнчех вуншар. Акă Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халаллакан йăлана кĕнĕ виçĕ ăру тĕл пулăвнех илер. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Афган тата Чечня вăрçин участникĕсем – ачасен хаклă хăнисем. Ку каçсем уйрăмах хумханупа тулаççĕ, историе упрама, хамăр çуралнă çĕршыва юратма вĕрентеççĕ.
Нумай кану каçне ачасем хăйсем йĕркелеççĕ. Хастаррисем нумай. Снежана Самаровапа Алина Павлова акă кашнинчех хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. Аслă классен канашĕн председателĕ Виктория Волкова директор çумне нумай пулăшу парать. Сăмах май, иртнĕ çул вăл «Çунакан чĕресем» республикăри конкурсра финала та лекнĕччĕ.
Конкурссем тенĕрен, 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем вĕсенче час-часах палăраççĕ. «Ростки Возрождения» конкурсăн районти тапхăрĕнче яланах малта, темиçе çул каялла республикăра та виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕ ирттерекен профилактикăллă мероприятисенче те яланах призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 2008-мĕшĕнче акă агитюмахпа вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче «Доброволец» номинацире иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. Раççей шалти ĕçсен министерстви çул-йĕр травматизмне асăрхаттарассипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса активлă хутшăннăшăн Дипломпа чысланă. Спортра тунă çĕнтерÿсем сумлă тата ыт. те.
Галина Григорьевна ачасене чĕртме кăна ăста мар, хăй те вĕсен хĕмленĕвне кура хавхаланса ĕçлет. Воспитани ĕçĕнчи сумлă кăтартусемшĕн илнĕ наградисем те чылай унăн – районăн, Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин, çамрăксемпе ĕçлекен республикăри комитетăн Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем. Виçĕ çул каялла директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем хушшинчи «Хастарлăх кăтартăр, эсир талантлă» республикăри конкурсра вăл кĕмĕл призер пулса тăнă. Ĕçтешĕпе Елена Гнилушина аслă вожатăйпа пĕрле Пĕтĕм Раççейри воспитани системин конкурсĕн республикăри тапхăрĕнче тăваттăмĕш вырăн йышăннă.
Ачасемпе нумай çул ĕçленĕрен вĕсен кăмăл-туйăмне, шухăшне хăвăрт палăртма хăнăхнă Галина Григорьевна. Уйрăмах ăна ăнăçсăр çемьесенчи, теветкеллĕх ушкăнри ачасен шăписем пăшăрхантараççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ шкулта йĕркелекен мероприятисене чи малтанах ку ушкăнри ачасене хутшăнтарасси йăлара. Вĕсем пурте тĕрлĕ кружоксене çырăннă, кашни вĕрентекен вĕсемпе уйрăм программăпа ĕçлет. Кунашкаллисем класс ертÿçисен те куç умĕнчех. Ăнлантаруллă калаçусем, çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссипе яланхи тачă çыхăнура тата ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă пулни, паллах, ырă çимĕç парать, ачасене тÿрĕ çул çине тăма пулăшать. Анчах та директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ аслисенчен пурте ачисене тивĕçлĕ пăхманнине, вĕсем çине нимĕнле калаçу та витĕм кÿменнине шухăшлăн каларĕ. Тепĕр çемьесенче ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕрен ывăл-хĕрне вĕренме условисем çуккине те курма пулать. Юрать, кунашкаллисене вĕрентекенсем хÿтлĕхпе тивĕçтереççĕ, пĕчĕклех туйма пÿрнĕ пурнăç нушине сирме пулăшаççĕ. «Теветкеллĕх ушкăнри ачасем хушшинче пултаруллисем, спортпа туслисем чылай. Çак паха енсене те çухатма пултараççĕ-çке вĕсем. Çавăнпа вĕсене кирлĕ пек пулăшма, кăтартса пыма тăрăшатпăр. 2006 çулта, сăмахран, çак ачасемпех районти КВН-ра мала тухнăччĕ, республика таран палăрнăччĕ», – пĕлтерет Галина Григорьевна. Шкулти профилактика канашне ертсе пынăран ку енĕпе ăна уйрăмах ытларах тимлеме тивет. Ашшĕ-амăшĕсемпе, ачасемпе ĕçленисем пĕтĕмпех ятарлă журналсенче çырăнаççĕ. Кам паян мĕн сăлтавпа шкула килмен, ачан вĕренеслĕхĕ мĕншĕн чакнă, вăл е ку урока мĕншĕн сиктернĕ... – асăрхамасăр хăвармасть вăл.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче палăртнă кану каçĕсем, конкурс-ăмăртусем пĕтĕмпех воспитани тĕллевлĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа пысăк ĕçсем тăваççĕ. Çĕнĕ çул программине çĕнĕлĕхсем кĕртме палăртнă. Эппин, Галина Григорьевнан çанă тавăрса тимлемелли пайтах-ха. Куншăн вара вăл савăнать кăна. «Хамăн пурнăçа ачасемсĕр курмастăп. Пĕлетĕр-и, кану кунĕсенче вĕсемсĕр мĕнле кичем;» – тет вăл. Шкул директорне те, çитĕнекен ăрăва вĕрентме-аталанма тивĕçлĕ условисем туса панăшăн, ĕçтешĕсене те, воспитани парас ĕçре пулăшса пынăшăн, тав тума манмасть вăл.
Г.Назарован хăйĕн икĕ хĕрĕ те ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, тĕп хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. Çапах шкулта ун – вун-вун ача. Вĕсене ытарлăн «ман ачасем» тенинчен тĕлĕнмелли çук. Ĕçре кăна мар, килте те вăл вĕсем çинчен, вĕсене хавхалантарса аталантарасси пирки, шутлать. «Ачасен пуласлăхĕ, вĕсем хăйсене обществăра тытма пĕлни пирĕнтен, вĕрентекенсенчен те, нумай килет-çке», – тет вăл...