11 ноября 2009 г.
Ярмушка ял тăрăхĕнче хастар çĕр ĕçченĕ, «Гвардеец» колхозăн председателĕнче ырми-канми тăрăшнă Евсей Дмитриевич Воробьев çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунă.
«Гвардеец» агрофирмăра паянхи кун лару-тăру кăткăсрах. Çак хуçалăх вара 1960 çулсенче районта, республикăра чи ÿсĕмлĕ ĕçлекен аграрлă предприятисенчен пĕри пулнă. Вăрнар енче чи малтан «Гвардеец» колхоз кассине миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Аталану çулĕпе пыракан хуçалăхăн тилхепине Евсей Дмитриевич Воробьев çирĕп тытса пынă. Ятлă-сумлă çын халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Анчах унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ентешĕсем манмаççĕ. Акă Евсей Воробьев çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май тăванĕсем, ĕçтешĕсем тата Ярмушка ял тăрăхĕн администрацийĕнче тимлекенсем ятлă-сумлă председателĕн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕсем кайса хунă, ырă сăмахсем каланă.
Калас-тăк, Евсей Воробьев малтан Калинино районĕн (халĕ Калинино сали) хаçачĕн редакторĕнче те тимленĕ. Йăх-несĕлĕмĕрсен пархатарлă ĕçне малалла тăсас тĕллевпе хавшак «Волга» колхозăн тилхепине хăрамасăрах тытнă. Каярахпа «Гвардеец» хуçалăх чăмăртанă. Унта сакăр ялти çынсем тăрăшнă.
Паллă çын вилсен те, унăн ячĕ ĕмĕрлĕхе юлать çав. РСФСР тата ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Петр Васильев, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ Иван Кротков тата ыттисем Евсей Воробьев ăста, пуçаруллă ертÿçĕ пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра «Гвардеец» колхоз çĕр пулăхне тĕллевлĕ пуянлатса пынă, çавна май ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илнĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарнă, сад-пахча ĕрчетнĕ. Хуçалăх пус çумне пус хушса мул пухнă. Пултаруллă председателе пула миллионер-хуçалăх ячĕ таврара кĕрлесе тăнă. Пуян колхозра пĕр çулталăк ĕçлесех лайăх кил-çурт çавăрма май пулнă. Евсей Воробьева хисеп тума килнисем унăн иксĕлми пултарулăхне кăна мар, вăл тарават, сăпайлă, ыр кăмăллă çын пулнине те çирĕплетнĕ. Акă Иван Кротков каланă тăрăх, Евсей Дмитриевич нихăçан та ĕç çыннисене сив сăмах каламан, анчах кадрсенчен, специалистсенчен çирĕп ыйтнă. Пуян ăс-хакăллă, çаврăнăçуллă ертÿçе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, нумай медальпе чысланă.
Мăн асатттесен ырă йăли-йĕркине тытса пыни пархатарлă ĕç. Ярмушка ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Лиана Григорьева тăрăшнипе чаплă ертÿçĕн ятне-шывне, кун-çулне çыртарса асăну хăми (аншлаг) хатĕрленĕ. Евсей Дмитриевич Воробьев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă куна йĕркеленĕшĕн пухăннисем пурте Лиана Родионовнана чун-чĕререн тав тунă.