Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂРĂН ТА ЫЛТĂН ПУР...

11 ноября 2009 г.

Тĕнче касса çаврăннă хыççăн, Тундрăран тăван яла таврăнсан, хамăрăн тавралăхпа çĕнĕрен интересленме пуçларăм. Ким Сан Чун сăмахĕсем манăçмарĕç. «Асту, – тетчĕ пирĕн паллă геофизик, – куçна чалкăштарнă, хăвна такăнтарнă чулран сăнаса, тытса пăхмасăр ан ирт...» «Чăвашсем нехтă та, ылтăн та шырамаççĕ-ха...» «Ылтăн вăл, шырама пĕлсен, таçта та пур!..»

Хĕвеле майлă пуçласан, ĕç ăнăçать, тенĕ чăваш. Ман шăпах çавнашкал пулса тухрĕ. Ĕне кĕтĕвне Салука вăрманĕнче кĕтнĕ кун шыв çисе кайнă шырлан урлă каçма тиврĕ. Эй-турух, епле чуллă вырăн! Чăнкă çыран хĕррипе çĕр-тăпра хуп-хура. Мĕн-ши ку – йăлкăш çуттăн курăнаканни; Алла илтĕм. Тем тесен те – сланец! Пĕлетĕп-çке эп ăна. Унпа Балтика тăрăхĕнче тулăх усă кураççĕ. Йĕкĕр ывçă тăпрана вут çине хурса çунтартăмăр. Хитре çунать те, ман сăмаха юлташсем те ĕненчĕç. Сланец çĕр çийĕнчен пĕр-ик метр тарăнăшра выртать. Хулăнăшĕ, ахăртнех, пĕр метра яхăн. Çыранти пăр çинче, пĕр ал лаппи сарлакĕш, çуллă масса пухăннă. Сланец çăвĕ иккен. Çуллахи шăрăхра вăл, бензин евĕр, хăйне хăй çухалать.

Ик çĕр аллă çырмаччĕ Совет влаçĕ уйăрса панă пин гектарлă «Гигант» (Улăп!) колхозăн. Сланец çăвĕпе ял çыннисем колхозченех усă курнă. Лакăмĕ-лакăмĕпе пуçтарнă та лаша урапин тĕнĕлĕсене сĕрсе çемĕçтернĕ, лав сăпкари пек ярăнса чупнă. Сланец çăвĕ, астунă тăрăх, Упнер енчи çырмара тата курăмлăрах пухăннă.

Салука вăрманĕ çумĕнчи Текерлĕ уйĕнче тăрă сивĕ шыв сирпĕнсе тухса юхатчĕ. «Сиплĕ шыв», – тетчĕç. Хам та ĕçсе киленнĕ. Паянхи куна лакăмĕ юлнă, вырăнĕ паллă, шывĕ çук. Текерлĕ – вăтăрмĕш çулсенче вăрмантан тасатнă уй. Ачаран унти катмар юман тункатисене астăватăп. Вĕсене «НАТИ», ДТ-54» тракторсемпе тăпăлтарса пĕтерчĕç. Ырлăхĕпе хурлăхĕ пĕрлех-мĕн çак çут çанталăкра. Çырма-çатрасенче таса çăл куçсем путланчĕç...

Ял кăнтăрĕпе çурçĕр-хĕвеланăç енчи уйсенче кайăк çăмарти евĕрлĕ (овал) 5–6 сантиметр тăршшĕ, 2–3 сантиметр хулăнăш яп-яка хĕрлĕ чулсем тупаттăмăр. «Ун пеккисене урăх çĕрте кураймăр, вутлă çумăрпа ÿкнĕ вĕсем», – текелетчĕç. Метеоритсем-ши; Çав чулсем трактор плугĕ çавăрса хунă тарăнăшран тухатчĕç. Кунта, кĕл тĕслĕ вăрман çĕрĕсем çинче, пăрçа, ясмăк, сĕлĕ, ыраш чаплă хăпарса пиçетчĕ. Пăртассен кив масарĕ те çак тăрăхра. Тупăкри вилене Хапăс чиркĕвĕнче асăнтарнă хыççăн яла (киле) тепĕр хут илсе каяс темен, çула май çăвара пытарнă.

Асăннă масартан пĕр ик çĕр метрта Улăп тăпри курăнать. Карталуй вăрманĕн кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче Тăхçа уйĕ выртать. Ăна мăньял-хапăссем кĕперлĕ-кÿлхĕррисемпе пĕрле вăрман касса çĕр ĕçлеме вăя кĕртнĕ пулас. Хăш-пĕри кил-çуртне Тăхçа уйĕнче лартса пурăннă. Мăньял Хапăс çынни Сĕмĕле Çтаппанĕ утар тытнă. Унăн мăнукĕ, Владислав Павлович Степанов, Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕнче ĕçлерĕ.

Текерлĕ уйĕнче халĕ тыр-пул та тумаççĕ, текерлĕк те кураймастăн. Ку уйпа çумăн, Пăртасран Салукана хăпаракан çулăн тепĕр енче, «Бермуд виçкĕтеслĕхĕ» пур. Лаша ку тĕлте тăн-тăн кÿлнине пĕле-тăркач тăварăнать, е чарăнса тăрса, пачах халтан кайнăн мăшлатма тытăнать. Çынсем туххăм çул çухатса çĕтеççĕ. Машина-тракторăн моторĕ сÿнсе ларать... Çанталăк хăвăрт улшăннине асăрхатпăр: е кĕтмен çавраçил ахăрса илет, е çиçĕм вăйлăрах çиçсе аслати хаяртараххăн кĕрлет, е Шĕшкĕлĕх çумĕнчи çырмасенчен хĕрлĕ шыв юхса тухать. Ăна выльăх та ĕçмест, тÿрех пăрăнать...

Çутри Киремет çырмин пуçламăшĕнче типме пĕлмен çăл пурччĕ. Типрĕ. Çырман пĕр юппинче тимĕр руди упранать. Куç виçипе шутлас-тăк, таса тимĕр 60–70 процент таранах-и тен. Ку тĕлте, тахçантан асăрханă тăрăх, çиçĕм хаяр çиçет. Машавăшран йывăç турттарнă çул çинче икçĕр-виççĕр çул каяллах урапасем юсанă-мĕн, вĕсене тимĕр детальсемпе çирĕплетнĕ. Вырăнти тимĕр тăприпе усă курнă пуль теме пулать. Красильниковсен тимĕрçĕ лаççи ларнă тĕлтен (Иосиф Руссков анкартийĕ) çаплах-ха тимĕр шлакĕ тухать.

Çутри Киреметрен хĕвеланăçнелле – Паймăш уйĕ. Вăл Вăтам Çавал çыранне тухать. Çĕрĕ вĕтĕ хăйăрлă. Çумăр шывĕпех юхма хапăл. Хăйăр сийĕ питĕ хулăн. Тимĕр тăпри те пур. Хĕрлĕ çырмара шывĕ те хĕрлĕ. Чечекĕсем хĕрлĕ, клеверĕ – хĕрлĕ... Енкке çырминче те хĕрлĕ шыв. Çăлне вара мухтатчĕç. Ăна лашапа хĕлĕн-çăвĕн турттарнă. Çăл куçĕ тармарĕ-ха.

Вăтам Çавалăн сулахай çыранĕнче пĕр тĕлте шыва яка селĕм чул пÿлсе выртать. Миçе çĕр çул çуса якатнă-ши ăна юхăм; Ку енчи тимĕр тăпри ытти çĕртинчен пуянрах. Менделеев таблицинчи минералсем те пур пек. Вун-вун метр хулăнăш хăйăр çинче (хĕвеллĕ çутă-сарă пĕрчĕсене тĕсерех сăнăр-ха!) ылтăнĕ те тупăнĕ тен;

Калас-тăк, хăйăр вăл – хăй ылтăн, паха пуянлăх. Пирĕн ура айĕнчи иксĕлми пуянлăх. Эп Алтайри Славгород çывăхĕнчи карьертан хăйăра Кулундана е Маменовкăна турттарнине курнă. Чукун çулĕ хăй мĕн хака ларать; Пĕр машина хăйăршăн çынсем пин çухрăма чупаççĕ. Эпир алă айĕнчипе те усă курма пĕлместпĕр.

Сăнар сăрчĕ çÿллĕ мар. Юхан шыв çыранĕнчен хăпарма çур çухрăм-ши; Тавралла хура-кăвак çĕр. Тăрри чуллă. 1991 çулхи октябрьте çавăнта Александр Кожановпа пĕрле касу пăхрăмăр. Яла таврăннă чух ураран чул çакланчĕ, çаврăнса выртрĕ. Кĕленче пек яп-яка, çĕлен пек йăм-хура. Тăршшĕ – çур метр, йывăрăшĕ – сахалтан çур пăт. Ельцин самани тăрать. Наукăна пăрахăçланă. Академиксем выçă лараççĕ. Тĕлĕнтермĕш экспоната кама кăтартас; Петĕмĕр те хăвартăмăр.

Тукас тăвĕнче Семен Григорьев йысна çăлне чавнă чухне Йăрарти фосфор руди евĕрлĕ сий тухрĕ. Пĕр 60–70 сантиметр хулăнăш. Аллăмĕш çулсенче Матюш тăвĕнче силос шахтисем чавтарчĕç. Виçĕ шахтăран пуринчен те хăвăла пытарнă виле юлашкисем тухрĕç. Пĕр хăвăлĕнче темшĕн икĕ скелет. Аллисенче эрешлĕ япаласем. Пĕтĕмпех юхакан шыва кайса пăрахрĕç. Авалхи-ĕлĕкхи масара мĕншĕн тĕкĕнмелле пулнă-ши;

Асăннă шахтăсене хирĕç, çырма урлă, чăнкă сăмсахри çĕр сланец тĕслех. Çырма тĕпĕнче анса пыракан вырăн. Эпир астăвасса шурлăхчĕ. Байкал вырăнĕнче ÿлĕмрен океан пулĕ теççĕ. Мăньял Хапăс çĕрĕнче çĕнĕ кÿлĕ çуралмĕ-ши;

Геннадий пичче анкартинче çĕр чавнă май çуллен 1603 çулта çапса кăларнă пăхăр укçасем тупатпăр. Мăньял Хапăс хăçан епле пуçланни çинчен шкул ачисенчен ыйткаларăм. Пĕлмеççĕ.

1979 çулта манăн Вăрнарти мелиораторсен предприятийĕнче мăшкăлтăк шывсене пуçтарма ултă метр тарăнăш шахта чавтармалла килсе тухрĕ. Проектпа кăтартнă вырăнта тÿрех шыв сирпĕнсе тухрĕ – чавма ан та шутла! Шахта тĕлне хĕрĕх метр таран куçартăм. Шыв пĕр метртан тухрĕ те – çухалчĕ. Пилĕк метртан шахта типпе юлчĕ, экскаватор хăмăр тăпра йăтса кăларчĕ. Алăра пăчăртарăм та – торф иккен. Шăтăка анса кĕреçепе чакалама тытăнтăм. Çук, торфăн аялти сийне тухаймарăм. Ырă-кирлĕ хыпар пĕлтерес хаваспа район пуçлăхĕсем патне васкарăм. Ара, торфа хамăр района Шупашкартан е Çĕмĕрлерен турттаратчĕç. Шел, ман сĕнÿсене хăлхана чикекен тупăнмарĕ.

Çакăнта илсе кăтартнă евĕрлĕ тĕслĕхсем тăрăх эпĕ тантăшсемпе те, хамăртан ватăраххисемпе те, çамрăк йышпа та, хуçа-пуçлăх текен çынсемпе те сăмах тапратнă. Вара ăнлантăм: пĕлместпĕр иккен эпир хамăрăн тăван тавралăха, çут çанталăк хамăра еплерех пуянлăх пилленине те хакламастпăр. Хăватлăччĕ «Гигант» (Улăп!) колхоз. Вăтăрмĕш çулсенче кашни ĕç кунĕ пуçне 16 килограмм тĕш тырă валеçнĕ. Вăрçă çулĕсенче выçăпа аптăраман, тыр-пул акман ана хăварман. Колхоз картишĕнче пин пуç ытла выльăх-чĕрлĕх тĕркĕшнĕ. Кайăк-кĕшĕк (çĕр-çĕр пуç!), çĕр çемьеллĕ утар тытнă. Хальхи çамрăксем кунашкаллине тĕлĕкре те тĕлленмеççĕ, çăкăршăн е çичĕ ютра тертленеççĕ, е, ялтах юлнисем, каçăн-çĕрĕн самопал ухутине тухаççĕ. Агрономсем те, зоотехниксем те, экономистсем те пулман çулсенче мĕнле-ха тăнăç-тулăх пурнăç тунă; «Самолетпа» пĕрлешнĕ хыççăн та, Н.П.Петров, В.Ф.Федотов çулĕсенче, колхоз районĕпех, республикипех кĕрлесе тăратчĕ! Тыр-пул тунă, вăрман лартнă, пĕвесем çутăлтарнă. Çулталăкра ялта вун-вун çĕнĕ пÿрт хăпарса ларатчĕ.

Вăхăтлăха Раççей Правительствин пуçлăхĕ пулса курнă Е.М.Примаков юбилейне телевизорпа пăхнă хыççăн хамăрăн Хăйăрлăха тепре тухса утрăм: ылтăн пĕрчисем унта çаплипех курăнкаламаççĕ-ши; Евгений Максимович сăмахĕпе айланса пытăм. Раççей Федерацийĕн ылтăн валюта саппасĕсем çулталăк каялла 600 миллиард долларпа танлашнă-мĕн те, хыççăнах, пĕр-икĕ уйăхранах 453,4 миллиард доллар таран катăлнă. Çав вăхăтрах Раççейĕн тулашри парăмĕ халь 527 миллиард долларпа танлашать. Патшалăх ылтăн резервĕсĕр тăрса юлмасть-и; Шел, Примаковпа Маслюкова ельцинистсем ĕçлеме памарĕç, «Киндер-сюрприз» дефолчĕ хыççăн патшалăха куçкĕрет ура çине тăратнине кура, вĕсене сакăр уйăхранах «кутран тапрĕç».

... Юр çума тытăнчĕ. Хăйăрлăхра ылтăн пĕрчи тупаймарăм. Ылтăн-кĕмĕл хамăртах мар-ши вăл тесе шутларăм. Пирĕншĕн тăван çĕртен хаклăрах ылтăн çуккă пуль...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика