Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлешсе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ

07 ноября 2009 г.

Социаллă партнер системине аталантарасси паян вĕрентÿ учрежденийĕсен малашлăхлă тĕп çулĕсенчен пĕри шутланать. Раççей Президенчĕ Федераллă Пухăва янă Çырăвĕсенчен пĕринче çакна уйрăммăн палăртнăччĕ: «...Вĕрентÿ çине паян урăхла пăхмалла. Глобализаци тата çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче вăл – социаллă сфера кăна мар. Вăл – компанисемпе организацисем, пирĕн ачасене пахалăхлă пĕлÿ илтерессишĕн тăрăшакан кашни çын хутшăннипе çĕршывăн пуласлăхне укçа-тенкĕ хывни...»

Пирĕн районти шкулсен ку енĕпе ырă тĕслĕх пур. Калининăри вăтам шкул, сăмахран, темиçе çул ĕнтĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ачасен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен, педколлектив пулăшăвне вăл яланах таса тивĕçпе тавăрать. Агрохолдинг кăçалхи вĕренÿ çул пуçламăшĕнче парнеленĕ музыка центрĕ акă ачасен пултарулăхне аталантарас ĕçре çав тери пулăшу парать. Çавăнпа та вĕсен черетлĕ концертпа аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсене савăнтарас шухăшĕ те ăнсăртран çуралман.

Сăлтавĕ те сумлă – иртнĕ эрнекун предприятире шăпах Ял хуçалăх кунне паллă тунă. Малта пыракансене, тĕслĕх кăтартакансене наградăсем панă хушăра Калининăри вăтам шкулта 5-мĕш, 7-мĕш кадет тата 10-мĕш «а» класра вĕренекенсем актовăй зал сцени çинчен юрă-кĕвĕ шăрантарнă, илемлĕ ташăсем парнеленĕ. Комбинат чапне çĕклекен сăвăсем, хăйсен чунĕсенчен шăранса тухнисем, кунта ĕçлекенсен чунĕсене уйрăмах хăпартлантарнă.

Икĕ вĕçĕнче Чăваш ен символне, хĕвелпе, асамат кĕперĕпе ялкăшакан тата ĕмĕтсене пурнăçлама чĕнекен çилçунатлă эмблемине тĕрленĕ алшăлли туслăха çирĕплетсе аш-какай комбиначĕн директорĕн аллине куçнă.

– Эпир япăх мар ĕçлетпĕр, анчах пирĕн çак ачасенчен тĕслĕх илсе тата лайăхрах ĕçлемелле. Вĕсенчен дисциплинăна, хастарлăха вĕренмелле, – тенĕ Юрий Попов директор.

Пĕрлешсе ĕçлесен кăна палăртнă тĕллеве пурнăçлама пулать. Çакна пурнăç кăтартса пачĕ, тенĕ вăл сăмах вĕçĕнче шкул коллективне, кунта вĕренекенсене тав тунă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика