Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачалăха тавăрар»

07 ноября 2009 г.

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.Рапота пуçарнипе Мускавра Ача çурчĕсене пулăшмалли тата ашшĕ-амăшĕ пăхса усраман ачасене пурнăçа хăнăхтармалли «Ачалăха тавăрар» координаци проекчĕн Попечительсен канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.

Ашшĕ-амăшĕсĕр ачасен социаллă адаптацийĕн тытăмĕ, полпред шучĕпе, анлă пулмалла: ачасене интернат хыççăн та пăрахмалла мар, ача çурчĕсен çемье модельне аталантармалла.

Атăлçи округĕнче ашшĕ-амăшĕ пăхса усраман ача йышлă: 350 учрежденире – 22 пин ытла ача. Вĕсенчен 25 процентне воспитани илме çемьесене параççĕ. Ку – федераци округĕсенчи чи пысăк кăтарту. Ларура ача çурчĕсенчен каякан çамрăксен социаллă ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене те тишкернĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, вĕсем хăйсене хваттерпе тивĕçтерессе вăтамран 41 уйăх кĕтеççĕ. Тепĕр чух çак вăхăт 7–8 çула та çитет.

Пухăннисем ларура панă сĕнÿсемпе ĕçре усă курмаллине, проекта пурнăçлассипе çыхăннă опыта округăн мĕнпур регионĕнче сармаллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика