Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ программа – ял çыннишĕн

07 ноября 2009 г.

Юратнă çынпа ÿплере те телейлĕ теççĕ те, анчах кашни çемьешĕн çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах пĕрремĕш вырăнта. Юлашки вăхăтра патшалăх çамрăк çемьесене пулăшас тĕллевлĕ чылай программа ĕçе кĕртрĕ. Тĕнчере пуçтахланакан кризис пулăшу калăпăшне чакарчĕ пулин те, çĕршывра çурт-йĕр ыйтăвне татса пама татах та çĕнĕ майсем шыраççĕ. Яллă вырăнсене аталантарассине Раççей ял хуçалăх банкĕ сумлă тÿпе хывать: хушма хуçалăха тытса пыма кăна мар, ялти специалистсене хăйсен кĕтесне çавăрма та пулăшать. Иртнĕ эрнере, акă, Н.Федоров Президент районсен пуçлăхĕсемпе, Раççей ял хуçалăх банкĕн ертÿçисемпе «çавра сĕтеле» хутшăнса, ялсенче çурт-йĕр хăпартма çăмăллăхлă çĕнĕ кредит тĕсĕпе тивĕçтерме тытăнасси пирки каланă.

Ку пилотлă проекта хутшăнасси тунтикун район администрацийĕн залĕнче иртнĕ ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ. Ăна сÿтсе явма районти предприяти-организацисен ертÿçисене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, патшалăх çурт-йĕр программисене хутшăнма кăмăл тунă граждансене чĕннĕ. Проекта пурнăçа кĕртмелли тĕп çул-йĕрсемпе, условисемпе Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш енри филиалĕн директорĕн заместителĕ Ирина Кошкина паллаштарчĕ.

Сăмах май, тĕрлĕ организацисен ертÿçисене ахальтен пухман кунта, шăпах та вĕсене çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса хăйсен ĕçченĕсем валли çурт-йĕр хăпартма сĕнет банк. Ку программа пĕлтерĕшĕ ансат: ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакан предприятисем, агропромышленноç комплексне кĕрекен организацисем, фермер хуçалăхĕсем тата ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем пулас çурт-йĕрĕн проектпа смета документацийĕнче палăртнă хакĕн 85 проценчĕ таран (15 процентне хăйсен укçинчен маларах тÿлесе хумалла) çăмăллăхлă кредит илеççĕ, кайран организацин çуртсене ĕçлекенсене сутма е арендăна пама ирĕк пур. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, патшалăх предприятисене кредитăн процент ставкисене субсидилесе пулăшать. Парăма татмалли вăхăт – 8 çул. Малтанхи виçĕ çулта (строительство ĕçĕсем пынă вăхăтра) тĕп парăма тÿлессипе банк çăмăллăх парать.

Кредитпа тивĕçтермелли тĕп условисем çакнашкал: çуртсене ял поселенийĕсенче тата яллă вырăнсенче тумалла, вĕсемпе яллă вырăнсенче пурăнакан, ĕçлекен граждансене тивĕçтермелле; кунсăр пуçне организацин строительство ĕçĕсене пуçличчен çĕр пайĕ хатĕр пулмалла (кредитпа çĕр туянма усă курма юрамасть). Сăмах май, хăпартма пуçланă çурт-йĕре вĕçлеме кредит пама ыйтнă заявкăсене те пăхса тухма килĕшет банк.

Каласа хăвармалла, ку программа йĕркипе тунă çуртсене предприятисенчен туянма кунта ĕçлекенсене те ипотека майĕпе кредитпа тивĕçтерме май пур.

Программа йĕркипе, условисемпе тĕплĕнрех паллашас текенсене, организаци, учреждени представителĕсене ял хуçалăх банкĕн районти офисĕнче кĕтеççĕ, кунта тимлекенсем пĕтĕм информаципе тивĕçтерĕç, мĕнле документсем тăратмаллине те уççăн ăнлантарĕç.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин та çĕнĕ программа организацисемшĕн те, вĕсенче ĕçлекенсемшĕн те усăллă пулассине палăртрĕ, пулăшу панă чух унпа май килнĕ таран хăвăртрах усă курмаллине каларĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕпе патшалăх пулăшăвĕпе чылай çемьен çурт-йĕрлĕ пулас шанăç пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика