Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирург

07 ноября 2009 г.

Осиповсен çемйине 40 çула яхăн пĕлетĕп. Сăпайлă çемье, ĕçре те пултаруллă. Володьăн ашшĕ – Федор – техникăна юратнă, чылай çул Вăрнарти «Сельхозтехника» уйрăмĕнче механик, автобаза начальникĕ, 1997 çултанпа мĕн пенсие тухичченех патшалăхăн «Вурнарская сельхозхимия» унитарлă предприятийĕн пуçлăхĕнче вăй хучĕ. Сăмах май каласан, Союз арканнă хыççăнхи йывăр çулсене çĕнтерсе пыма хăват çитерчĕ. Амăшĕ – Зоя – пилĕк ачаллă çемьере 6 çултах ашшĕсĕр (вăрçăран таврăнсан 1954 çулта вилнĕ) ÿснĕскер, Канашри медицина училищинче фельдшера вĕренсе тухать, медицина стажĕ 38 çул, вăл шутра районти тĕп больницăра рентгенлабораторинче 23 çул тимлет. Вĕсем иккĕшĕ те хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.

Володя шкулта вĕреннĕ чухнех амăшĕ пек тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, пур предметсемпе те лайăх вĕреннĕ, шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Тухтăр пулас тĕллевпе Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать, уйрăмах хирурги енĕпе кăсăкланать, студент чухнех гистологи тата хирурги кафедринче наука ĕçĕсемпе туслашать. Малтанхи практика ĕçĕсене Вăрнарти тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ В.П.Ананьев ертсе пынипе пурнăçлать. Унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура университетран вĕренсе тухсан тÿрех ординатурăна вĕренме сĕнеççĕ. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ пулас ученăй-хирургăн пархатарлă ĕçĕ, çынсене май пур таран сывă пулма пулăшасси. Медицина наукисен кандидачĕшĕн диссертаци хÿтĕленĕ чухне унăн наука ĕçне пысăк хак пани, ăна тата анлăлатса-пуянлатса доктор диссертацине хÿтĕлеме сĕнни – хăех пысăк пĕлтерĕшлĕ. В.Осипов ĕçĕнче çĕршер операци, çĕршер сывалнă çын, çĕршер хумхану саманчĕ. Чи пахи вара, чирлĕ çынна сывалма пулăшни. Сывлăхран хакли çук. Ахальтен мар эпир яланах юлташа, паллакан çынна тĕл пулсан «Сывлăх сунатпăр!» тетпĕр. Владимир Федорович Осипова, хамăр ентеше, çамрăк ученăй-хирурга хăйне те сывлăх, ĕçре ăнăçу сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика